АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш халăх юрри-ташшине анлă çул

19 апреля 2017 г.

Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче республикăри Халăх пултарулăх центрĕпе Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн хушма  пĕлÿ паракан факультечĕ «Илемлĕ чăваш кĕвĕ тĕнчипе ырă йăла-йĕркене халăх хушшинче сыхласа хăварас, аталантарас» темăпа Чăваш Республикипе Раççейри тĕрлĕ регионсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсен пуçлăхĕсен вĕренĕвне ирттерчĕ. 

Пушкăрт, Тутар республикисемпе Самар облаçĕнчен килнĕ чăвашлăха чунтан парăннă фольклор ушкăнĕсен пуçлăхĕсем 90 сехетлĕ вĕренÿ программи 3 тапхăрпа иртнĕ. Йĕркелекенсем вĕрентĕве усăллă ирттерессишĕн тăрăшни самаях курăнать. Программăра режиссура, сасăсене тĕрĕс кăларса юрлама, республикăри тĕрлĕ этнографи ушкăнĕсенчи юрă-ташăсене вĕрентесси, паллă ушкăнсен пултарулăхĕпе паллашасси пулнă. Каçкÿлĕм театрсемпе концерт залĕсенче професси коллективĕсен ăсталăхне курса савăннă. Çавăн пекех чăваш халăх инструменчĕсене тăвакан ăстасем Н.Фомиряков тата В.Михайлов чăваш халăхĕн вĕрсе, çапса каламалли, хĕлĕхлĕ инструменчĕсемпе тата вĕсене туса хатĕрлес енĕн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем - чапа тухнă «Уяв» ушкăн пуçлăхĕ З.Козлова тата Шупашкарти музыка училищин вĕрентекенĕ С.Лаврентьева чăваш фольклор юхăмне аталантарас енĕпе уççăн калаçрĕç, чăваш юррисен стилĕпе тата аранжировка тăвас енĕпе паллаштарчĕç. Семинар ĕçне Вăрмарти Культура аталанăвĕн центрĕн «Парне» халăх фольклор ушкăнĕн купăсçи В.Архипов тата Пысăк Енккасси Культура çурчĕн заведующийĕ Н.Гаврилов хутшăннă. Пухăннисем республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методистне С.Тяхмусована - чăн-чăн чăвашлăхшăн ырми-канми тăрăшакана ăшшăн тав турĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ГАВРИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика