19 апреля 2017 г.

Вăрмар район библиотекинче апрелĕн 13-мĕшĕнче поэзи, юратупа ырăлăх каçĕ иртрĕ. Ăна А.Талвир, Эмине ячĕллĕ Пĕтĕм Чăвашсен премийĕсен лауреатне, общество умĕнче пысăк çитĕнÿ тунăшăн пĕтĕм халăхсем хушшинчи "Озарение" творчествăлла аталанăвĕн пĕрлешĕвĕн медальне тивĕçнĕ, тĕрлĕ шайри творчество конкурсĕсен çĕнтерÿçи Татьяна Юрьевна Дорофеева пултарулăхне халалланă. Акă кунта пухăннисем умĕнче тĕрлĕ çулсенче çырнă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ библиотека ĕçченĕсем. Çав шутрах - 2017 çулта кун çути курнă "Край любимый, край Урмарский" тата "Истоками края родного" кĕнекесем, шăпах вĕсен презентацине хатĕрленĕ. Çакă паха: кĕнекесене Вăрмар районĕ 90 çул çитнине тата тăван тăрăхăн историне халалланă автор.
Т.Дорофеева-Миро сăвăçпа тĕл пулăва поэзие юратакансем, унăн амăшĕ Альбина Александровна, йăмăкĕ Ирина Васильева, юлташĕсем, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ А.Хованский, Ю.Егоров, А.Васильев, Н.Николаева, Н.Петрова краеведсем, ăна вĕрентнĕ преподавательсем, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 "А" класра вĕренекенсем килнĕ. Çавăн пекех мероприятие республикăран та хăнасем килсе çитнĕ: Чăваш Енри писательсен Союзĕн членĕ, Эмине ячĕллĕ Пĕтĕм Чăвашсен премийĕн лауреачĕ, поэт Мария Каçалсем,"Чăваш Ен" ГТРК корреспонденчĕ Альбина Фомина, Вячеслав Васильев ăславçă /изобретатель/.
Мероприятие ертсе пыракан Р.Иванова библиотекарь çĕнĕ сборникри "Мой дом - Урмары" сăввипе тата "Сказание о земле Урмарской" видеоклиппа паллаштарчĕ. Т.Миро сăвăсене çав тери ăста хайлать, тĕрлĕ литература конкурсĕсен çĕнтерÿçи пулса тăрать, çав шутра "Золотая строфа", "Белая скрижаль" халăхсем хушшинчи поэтсен конкурсĕсен, "Зов Нимфея" халăхсем хушшинчи конкурс призерĕ, "Герои Великой Победы" Пĕтĕм Раççейри конкурс финалисчĕ, "За гранью реального" конкурс çĕнтерÿçи, Чăваш Ен писателĕсен Союзĕн членĕ, Талвирпа Эмине премийĕсен лауреачĕ. Унтан сăпайлă сăвăç пирвайхи сăвă йĕркисем епле майпа çурални, мĕнле йывăрлăхсем килсе тухни, хайлавсенчи прототипсем çинче чарăнса тăчĕ. Хăйĕн пуласлăхри творчество планĕсене уçса пачĕ. Мероприятие хутшăннисем сăвăçăн пултарулăхĕпе кăмăлтан хавхаланса паллашрĕç. Автора нумай ыйту хумхантарать: ял çинчен чылай çырать вăл, йĕркисене юратăва, тăван ен çутçанталăкĕ, юлташсене те халаллать. Юратупа ырăлăх каçĕнче кашниех сăвăçпа çыхăннă самантсене аса илчĕ, унăн кĕнекисенчи сăвă йĕркисене хавхаланса вуларĕ. Ю.Соколов "Арю не променяю на Москву" сăввине пысăк хак пачĕ. Сăвăра патриотизм туйăмĕ çав тери пысăк пулнине палăртрĕ. Мария Каçалсем Т.Дорофеевăн тăван ен историйĕ патне туртăмĕ çав тери пысăк пулни 23 кĕнеке кăларма май пулнине каларĕ. Вулакансене те Мария Николаевна хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. А.Фомина çырнине пухса кĕнекесем кăларни килес ăрусем валли ĕмĕрлĕхе юлнине, авторпа мухтаннине, ун кĕнекисене вуласан чăн та çав вырăнсенче пулнă пек туйнине палăртрĕ. НТВ телеканалти "Чудо техники" программăн геройĕ В.Васильев изобретатель Раççейĕпех палăрнă, пирĕн патăрта хăнара вăл хăй ăсталанă атă-пушмака тăхăннă-хывнă чух усă курмалли меллĕ конструкцие парнелерĕ. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем сăвăсене туйăмпа вуларĕç. Тăхтавсенче юрă парни пулчĕ. Ăна Ю.Мишши ячĕллĕ Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Кузьмина хăйĕн çепĕç сассипе илемлетрĕ.
Сăвăç район библиотекине хăй çырнă 6 кĕнекине парнелерĕ. Унăн пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç, Вăрмар районĕн Культура аталанăвĕн центрĕн ятĕнчен Тав çырăвне пачĕç. Ырă йăлана тытса пырса юлашкинчен пурте пĕрле туслăн сăн ÿкерттерчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.