АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика ĕçĕ витĕмлĕ

19 апреля 2017 г.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕ 2017 çулхи пĕрремĕш кварталта общество хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли, граждансене хÿтĕлемелли, преступлени тунăшăн айăплавран хăтăлайманнине ăнлантармалли профилактика мерисен комплексне пурнăçланă.

Регистрациленĕ преступленисен шучĕ чакнă ?85-рен 49 таранччен%. Преступленисен йышĕ чакни чи малтанах РФ Уголовлă Кодексĕн хăш-пĕр статйисене декриминилизаци тунипе çыхăннă.

Регистрациленĕ 49 преступленирен 34-не уçса палăртнă. Сывлăхшăн йывăр тата вăтам йывăрăш сиен кÿнĕ, вĕлерессипе хăратнисене, хваттерсене çаратассине, çул-йĕр правилисене пăснипе çыхăннă преступленисене пурне те тупса палăртнă.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕ пăхса тăракан территорире автотранспорт хатĕрĕсене вăрланине, тытса илнине, хĕç-пăшалпа, сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курса тунă, терроризмпа экстремизм сĕмĕллĕ преступленисене регистрацилемен.

Полици сотрудникĕсем туса ирттернĕ профилактика мерисем нумай тĕрлĕ преступленисене чакарма май пачĕç: йывăр преступленисене 17-рен 9, вăтам йывăрăш преступленисене 17-рен 13, йывăрах мар преступленисене 50-ран 26, малтан та саккуна пăснă çынсем преступлени туни 24-ран 15, эрех ĕçсе йĕркене пăснисем 32-рен 15 таранччен чакнă.

Тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе халиччен уçса палăртман преступленисен йышне 8-тан 4 таранччен чакарнă. Полици уйрăмĕн ĕçĕн приоритетлă енĕсенчен пĕри вăл - преступленисемпе право йĕркине пăсассине профилактикăласси. Преступленисен профилактикин пĕрлехи системине туса хурас тесе районсенче тĕллевлĕ программăсем çирĕплетнĕ. Вĕсене пурнăçлассипе право хуралĕн пур органĕсемпе профилактика субъекчĕсене явăçтарнă. Унсăр пуçне Вăрмарпа Тăвай районĕсен территорийĕнче "2015-2020 çулсенче халăхăн пурнăç тата территорисен хăрушсăрлăхне ÿстересси" районсенчи тĕллевлĕ программăсем пурнăçланаççĕ.

Профилактика субъекчĕсемпе тачă çыхăну тытса ирĕке тухнă çынсен социаллă пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне адаптацилессипе, малтан преступлени тунă çынсем преступлени çулĕ çине тăрассине профилактикăлассипе ятарлă ĕçсем туса ирттеретпĕр. Судпа айăпланнă çынсем хушшинче профилактика ĕçне ирттерес тĕлĕшпе тĕллевлĕ оперативлă мероприятисем пурнăçланаççĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăннине кура малтан преступлени тунă çынсем тепĕр хут преступлени тăвасси 24-ран 15 таранччен чакнă.

Профилактика мерисене кура кăçалхи 3 уйăхра обществăлла вырăнсенче тата урамра пулакан преступленисем чакнă ?19-тан 7 таранччен%.

"Урмарский" уйрăм çул çитмен ачасем право йĕркине пăсасран профилактика мероприятийĕсем ирттерет. Тăтăшах "Условник", "Полици тата ачасем" тата ытти мероприятисем пулаççĕ. Çав-çавах та пĕрремĕш кварталта çул çитмен ачасем тунă 1 преступлени тупса палăртнă.

Яланхиллех йĕркене пăсма хĕтĕртекенни - алкоголь. Эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсем 15 преступлени тунă, пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 32.

Саккуна пăсса усă куракан 5,05 литр сăмакуна туртса илнĕ, пĕтĕмĕшле вара 9,6 литр спиртлă шĕвек тытса илнĕ. Следстви уйрăмĕн пĕрремĕш кварталти ĕç эффективлăхĕ чакнă, суда 5 уголовлă ĕç кăна тăратнă.

Кăçалхи январь-март уйăхĕсенчи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Раççей ШĔМĕн территорири 17 уйрăм хушшинче "Урмарский" уйрăмĕ 14-мĕш вырăнта. Пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсем çакна çирĕплетеççĕ: РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăм обществăри тăнăçлăха, оперативлă лару-тăрăва сыхлассине контрольлеме пултарать.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленипе эпир районта пурăнакансене тĕрлĕ йышши преступленирен хăтармалли ĕçе лайăхлатса пырăпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.Константинов, РФ ШEМeн "Урмарский" уйрaмeн начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика