19 апреля 2017 г.

Вăрмар хула, пур ял тăрăхĕнче те хальхи вăхăтра тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕç тĕп вырăнта. Вăрмар район администрацийĕн, Вăрмар хула тăрăхĕн, тавра-пĕлÿ музейĕн, предприятисемпе учрежденисен, организацисен ĕç коллективĕсем, Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă Вăрмар хула тăрăхĕн администрацине вăхăтлăха ĕçе вырнаçнисем аллисене шăпăрсемпе кĕреçесем, кĕреплесем тытса хĕл каçа пуçтарăннă ăпăр-тапăра, хыт-хурана пуçтарма тухрĕç. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн вĕсем Çĕнтерÿçĕ-салтакăн асăну палăкĕ умне те тирпей-илем кĕртрĕç. Вăрмар поселокĕн пысăк территорине пуçтарнă, тасатнă. Çак кун çанталăк та тирпей-илем кĕрекенсемшĕн ăнăçлă пулчĕ. Поселокри ытти урамсене те черетпе тасатаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра Комсомольски паркĕнче те тирпей-илем ĕçĕсем пыраççĕ. Поселок симĕс тумпа витĕнме пуçличчен тасатса ĕлкĕрмелле. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăха обществăлла ĕçсене илнĕ рабочисене те активлă явăçтарать çак ĕçе. Вараламан çĕрте кăна таса пулать. Хăйсен аллипе тасатакансем, тирпей-илем кĕртекенсем варалама хăяймĕç, анчах та хăшĕ-пĕрисем иртсе кайнă вăхăтрах тасатнă çĕрте кирлĕ мар япала, ăпăр-тапăр пăрахса хăварма именмеççĕ. Тирпей-илем кĕртекенсем районта, поселокра пурăнакансене тирпейлĕ пулма, алăри кирлĕ мар япалана урнăна пăрахма ыйтаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.АЛЕКСЕЕВА.