АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нина Яковлевăпа яланах мухтанатпăр

19 апреля 2017 г.

Нина Яковлевăпа яланах мухтанатпăр

Çак кунсенче пире  хамăрăн  ентешпе,  Раççей Федерацийĕн  тата Чăваш Республикин халăх артисткипе, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕпе  Нина Михайловна Яковлевăпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Нина Михайловна паянхи кун та К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет, тĕрлĕ рольсене сăнарлать.

Эпĕ театра пынă вăхăтра артистсем шăпах та А.Тарасов çырнă "Туя туй пек тăвар-и!" çĕнĕ спектаклĕн репетицине ирттеретчĕç. Спектаклĕн премьери апрелĕн 26-27-мĕшĕсенче пулĕ. Н.Яковлева спектакльте Елюкка сăнарне вылять. Репетицине унăн мăшăрĕ, В.Яковлев тĕп режиссер, ирттеретчĕ. Нина Яковлева хăйĕн рольне еплерех хатĕрленине пăхма тÿр килчĕ. Репетици вĕçленнĕ хыççăн Нина Михайловнăпа унăн ĕç пÿлĕмĕнче куçа-куçăн калаçрăмăр. Паянхи кун та пирĕн ентеш хăйне вăр-вар тытать, чĕлхи-çăварĕ те яка. 
- Нина Михайловна, эсир сцена çинче 56 çула яхăн. Халăх Сире юратать. Театр, сцена - сирĕн пурнăç. Театрсăр пурăнса курнă-и эсир? Мĕншĕн-ха шăпах искусствăн çак енĕпе çыхăнтарнă эсир хăвăрăн пурнăçа?
- Театр чăннипех те манăн пурнăç. Унсăр пурăнса курман эпĕ. Халĕ те эрнере пĕр кун кăна канатăп. Пĕр пушă вăхăт та юлмасть. Йăлтах ĕçре. Уйăхне 10 яхăн спектакльте хутшăнма ĕлкĕрмелле. Репетицисем нумай вăхăта тытаççĕ.
Пĕчĕклех кĕнеке нумай вулаттăм. Ялти вулавăшри пур кĕнекене те шĕкĕлчесе тухрăм. Краççын çуттипе те вулаттăм. "Çитет-ха сана вуласа", - тетчĕ анне. Кĕнеке нумай вулани пулăшрĕ пулĕ тетĕп. Пĕчĕкле, çамрăкла вĕренни чăннипех те ĕмĕре пырать. Мускаври театр институтне вĕренме яракан ачасем хушшинче мана та суйласа илни пысăк савăнăç пулчĕ. 500 ытла чăваш çамрăкĕнчен 22-не кăна суйласа илчĕç. Вĕсен шутĕнче - мана та. Пулас мăшăрпа В.Яковлевпа шăпах пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр. Вĕреннĕ вăхăтрах пĕрлешрĕмĕр. Мускавран вĕренсе таврăнсан Шупашкарта пÿлĕм пачĕç пире.
- Сирĕн мăшăр Валерий Николаевич каланă тăрăх лайăх палăрать: вăл Сире çав тери хисеплет. Артист пек кăна мар, мăшăрĕ, ачисен амăшĕ вырăнĕнче те хаклать. Хăвăра телейлĕ тесе шутлатăр-и Эсир?
- Çемьери лару-тăруран ĕçри ăнăçлăх килнине лайăх ăнланса пурăнатпăр эпир. Театр ыйтăвĕсене сÿтсе явма вăхăт та çук пирĕн килте. Пĕр-пĕрне яланах шанса, ăнланса, пулăшса пынă, пыратпăр та. Эпĕ хама çав тери телейлĕ тесе шутлатăп. Юратнă ĕç, мăшăр, ачасем, мăнуксем. Çакă мар-и-ха хĕрарăмăн телейĕ! Аслă ывăл Вадим Хусанти Авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкартах пурăнать, инженер-программист пулса ĕçлет. Иккĕмĕш ывăл Юрий Мускавра, вăл та программист. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, пĕрер хĕр. Хама чунтан килĕшекен професси суйласа илнĕшĕн, пурнăç тăршшĕпе ăна парăнса, пĕтĕм вăй-хала парса пурăннăшăн чăннипех те савăнатăп.
Акă шăллăмăн ывăлĕн çемйинче 3 уйăх каялла хĕрача çут тĕнчене килчĕ. Ăна Нина ят пачĕç. Çакă та мана савăнтарчĕ. Тен, вăл та пултаруллă артист пулĕ.
- Нина Михайловна, сцена çинче 100 ытла роль калăплама тивнĕ Сирĕн. Килĕшĕр те, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем çав-çавах та чуна çывăхрах, ытларах килĕшеççĕ пулĕ. 30 çулта чухнех Эсир Пушкăрт драматургĕн Ибрагим Абдуллинăн "Алхасуллă çамрăклăх" пьесинче 90 çулхи Ладушка кинемей рольне пысăк ăсталăхпа выляма пултарнă. Мĕнре вăрттăнлăх?
- Чи килĕшекен асра юлнă рольсем паллах, пур. Çамрăк чухне У.Шекспирăн "Вуниккĕмĕш каç" /"Двенадцатая ночь"/ произведенийĕнчи Виола, М.Горькин "Аркатакансем" /"Варвары"/ - Надежда, Н.Терентьевăн "Хумсем çырана çапаççĕ" - Екатерина Алексеевна, А.Чебановăн "Праски инке хĕр парать" - Праски инке, "Праски кинемей мăнукне авлантарать" - Праски кинемей, Б.Чиндыковăн "Çатан карта çинчи хура хăмла çырли" - амăшĕ, К.Ивановăн "Нарспи" поэминчи Сетнер амăшĕ, Я.Ухсайăн "Тутимĕр" трагедийĕнчи Курак - ват хĕрарăм сăнарĕ. А.Тарасов çырнă "Мунча кунĕ" спектакльти Кĕтерук, Д.Гордеевăн "Хурлăхлă хурама сасси" - Анукка сăнарĕсем тата ыттисем.
Ватă сăнарсене выляни мана паян пурăнма пулăшать. Çамрăклах эпĕ аслă ÿсĕмри çынсене ăнланса пурăнма вĕрентĕм. Манăн анне те Зоя Леонтьевна - виçĕ çул каялла 95 çула çитсен çĕре кĕчĕ. Питĕ маттурччĕ вăл. Аннен çутă сăнарĕ яланах манăн чĕрере.
- Халĕ те асрах-ха, Эсир тăван ялти, Пысăк Енккассинчи Культура çуртне килсен "Праски кинемей мăнукне авлантарать" спектакльте шпагат туни. Халĕ те пултаратăр-и Эсир çакна тума? Пушă вăхăта епле ирттеретĕр Эсир?
- Иртнĕ çултанпа, шел пулин те, спектакльне лартма чарăннăранпа, шпагат тума пăрахрăм темелле. Çапах та Чăваш Наци телевиденийĕ спектакле ÿкернĕ, куракансем ăна телевиденипе курма пултараççĕ. Пушă вăхăт пачах та çук манăн. Килти хĕрарăмăн ĕçĕ те çав тери нумай вăхăт ыйтать. Сериалсем пачах та пăхмастăп эпĕ, политикăпа интересленетĕп. Хаçат-журнал вулама юрататăп. Çуллахи вăхăтра дача илĕртет пире.
- Нина Михайловна, малашне те пурнăçпа киленсе, ĕçре, çемьере савăнса кăна пурăнмалла пултăр Сирĕн.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика