15 апреля 2017 г.

Уй-хирсенче юр ирĕлсе пĕтрĕ. Хĕвел енчи сăрт хĕррисем тĕллĕн-тĕллĕн симĕсленме те ĕлкĕрчĕç. Кĕçех уй-хир трактор сассипе тулĕ. Анчах унччен маларах ялхуçалăх техникисене çур акине тĕплĕн хатĕрлесе çитермелле. Çак вăхăтра района ертсе пыракан яваплă çынсем вырăнта лăпкăн лараймаççĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çитсе унти ĕç-хĕлсемпе паллашаççĕ.
Акă, иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов СХПК "Шигали" ялхуçалăх предприятине çитсе курса тĕрлĕ ыйтусемпе кăсăкланчĕ.
"Пирĕн хуçалăх пĕтĕмĕшле илсен çурхи ака-суха ĕçĕсене тухма хатĕр темелле. Техникăсене юсаса пĕтеретпĕр, хуçалăхра пур вăрлăхлăх пĕрчĕллĕ культурăсене акма кондицие çитернĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе удобренисене туяннă. 2070 гектар çĕр çинче 350 гектарĕ кĕрхи культурăсем, 650 гектар çине çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем акма палăртнă, 200 гектар сарă пăрăç /горчица/, ытти гектарĕсем çинче нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнеççĕ", - терĕ хуçалăх пуçлăхĕ В.Иваншкин хăйсен хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă май. Сăмах май каласан, Владимир Яковлевич ку хуçалăх пуçлăхĕнче ĕçлеме тытăннăранпа нумай вăхăт иртмен пулин те чылай ĕç туса ирттерни палăрчĕ. "Пирĕн ĕçри тĕп тĕллев ялхуçалăх предприятийĕ пĕр тикĕссĕн аталанса кайтăр тесе çине тăрса ĕçлесси" - тет сăмахне малалла тăсса В.Иваншкин.
"Районта ĕç майне пĕлекен, пуçаруллă, йывăрлăха хăйсем çине илме шикленсе тăман çынсем пурри савăнтарать. Кĕске вăхăтрах çакăн чухлĕ ĕç тунине шута илсен, Владимир Яковлевич хăйне шанса панă хуçалăха йĕркеллĕ аталантарса пырса экономика та вăйланĕ", - терĕ Александр Иванович вĕсене ĕçре ăнăçу сунса.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.