15 апреля 2017 г.

Мăнкун - Христос тĕнĕн чи аслă уявĕ. Православи тĕнне тытса пыракансем ăна кăçал апрелĕн 16-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çулталăкра пĕрре пулакан уяв пуриншĕн те чи кĕтнĕ праçник. Турра ĕненекенсем ăна чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ. Вĕсем типĕ тытса чуна тасатаççĕ, кил-çурта тирпейлеççĕ. Çак уяв пирки мĕн пĕлмелле-ха текен ыйту нумайăшне канăç паманнине кура эпир редакци тĕпелне Тихвински Турамăш Турăшăн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятельне, 5-мĕш благочиннăй округĕн благочиннăйне Леонид Ермолаев протоиерее чĕнтĕмĕр, кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр.
- Аслă типĕ иртсе пычĕ пулин те Мăнкун умĕнхи эрнере Православи тĕнне ĕненекенсен мĕн пĕлмелле-ха; Ку вăл çитес çул та кирлĕ пулĕ. Пĕлни нихăçан та ытлашши пулас çук.
- Мăнкун эрни умĕн пĕр эрне маларах асап эрни пуçланать. Асап эрнинче пĕрремĕш кун тунтикун, иккĕмĕш кун ытларикун тата виççĕмĕш кун юнкун 4 Евангелист - Матвей, Марк, Лука, Иоанн Христос Туррăмăр çинчен çырнă Евангелине малтан пуçласа вĕçне çитичченех вуласа тухатпăр. Çакă 4 Евангелист Христос Турра çакăн пек кăтартса уçса параççĕ: пĕри ăна çĕр çине килнĕ Ангел пек туса кăтартать, тепри ăна арăслан пек, патша пек уçса парать, виççĕмĕшĕ ăна пусса парне кÿрекен выльăх пек кăтартать, Иоанн апостол вара ăмăрткайăк пек сăнлать. Ăмăрткайăк ытти кайăксенчен пуринчен те çÿлте вĕçет, çĕр çинчине йăлт курса сăнаса тăрать. Турă та çавăн пекех пире курса, пирĕн шухăшсене, чĕрери туйăмсене пĕлсе тăрать. Виçĕ кун эпир çак Евангелисене вулатпăр. Тăваттăмĕш кунне пирĕн чиркÿри урай варне хĕрес илсе тухаççĕ. Хĕрес умĕнче эпир Христос юлашки кунсенче асап курни, асап тÿсни çинчен кĕлĕ вулатпăр. Çапла эпир 12 Евангели вулатпăр, çав вăхăтра чиркÿри çынсем кĕлĕ вăхăтĕнче аллисене çурта тытса тăрса 12 хутчен çутса сÿнтереççĕ. Кайран çынсем хăйсем çутса сÿнтернĕ çуртасемпе киле илсе каяççĕ, килте те пÿртсенче çак çуртасене çутса кĕл тăваççĕ. Ку вăл кĕçнерникун пулчĕ. Эрнекун Христоса пăталаса асаплантарса вĕлернĕ кун. /Сочельник/. Чиркÿсенче кĕлĕсем иртеççĕ. Каçхи кĕлĕ кăнтăрла иртсен пуçланать. Ун чухне чиркÿ варрине Христоса тупăка хунине хисеплесе Плащаница илсе тухаççĕ. Тупăк умĕнче вара Турă Амăшĕ Христосăн ÿчĕ çумĕнче макăрнине аса илсе кĕлĕсем вулатпăр /Плач Пресвятой Богородицы/. Кайран вара эрнекун каçхине 10 сехетре кĕлле кĕретпĕр, чиркÿ йĕри-тавра Христоса тупăка хунине аса илсе çаврăнатпăр, унтан тупăка чиркÿне илсе кĕрсе кĕлĕ вулатпăр. Шăматкун ирхине 8 сехетре вара апат кĕлли пуçланать. Ку кĕлĕре авалхи кĕнекерен ?Ветхий завет/ пророксем Христос çинчен çырнине 15 парамия вулатпăр. Мăнкун кĕлли вара 11 сехетре çурçÿр кĕллипе пуçланать. Унта канон вулаççĕ. Ун вĕçĕнче тупăка Алтаре кĕрсе хăй вырăнне хураççĕ.
- Хăватлă Мăнкун уявне мĕнле кĕтсе илеççĕ?
- Çурçĕрте "Христос чĕрĕлнине куртăмăр..." тесе юрласа чиркÿ тавра çаврăнатпăр. Пĕтĕм халăх чиркÿрен тухать. Алăксене пĕтĕмпех хупса хуратпăр. Христос тупăкра питĕрĕнсе тăнă пек. Кайран вара чан çапса Мăнкун юрри юрлама пуçлатпăр та чиркÿ алăкне уçса пĕтĕм халăх чиркÿне кĕрет. Христос тупăк алăкне уçса вилĕме çĕнтерсе чĕрĕлсе тăнине пĕлтерет çакă. Вара Мăнкун юрри пуçланать. Чиркÿре малтан эпир канонсем, стихирĕсем, Мăнкун юррисем юрлатпăр. Вăл вăхăтра Мăнкун юрри питĕ илемлĕ те чаплă. Вĕсене хăвăрт-хăвăрт юрламалла, чиркÿри çын хăй ывăннине ан систĕр. Мăнкун кĕллинче тăнă чухне çын шухăшĕпе Турă умĕнче таса пултăр. Çавăнпа та юрăсем те хăвăрт-хăвăрт юрланаççĕ. Литурги кĕлли те час тухать. Эпир çурçĕрте службăна кĕретпĕр те ирхине 3 сехетре кĕлĕрен тухатпăр. Аслă Мăнкун пуçланать. Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе чĕрĕлнĕ кун çитет. Пурте пĕрле савăнаççĕ, пĕр-пĕрне "Христос чĕрĕлнĕ", "Чăн чĕрĕлнĕ", теççĕ. Чиркĕве илсе килнĕ çăмартапа ытти кучченеçсене çветтит тăваççĕ.
- Тĕлĕнмелле хăватсем кÿрекен /благодатный огонь/ çулăм пирки пĕр-ик сăмах калаймăр-ши?
- Кашни çул çак кун валли Иерусалимран хăватлă çулăм илсе килеççĕ. Кăçал та Турă пулăшсан çав çулăма пирĕн пата илсе çитерессе шанатпăр. Мăнкун кĕлли вăхăтĕнче ăна 2 сехет валли пирĕн пата Мăнçырмана çитереççĕ. Малтан Шупашкара самолетпа илсе çитереççĕ те пĕтĕм Чăваш Енри чиркÿсене валеçеççĕ. Тĕлĕнмелле хăват. Ĕлĕк эпир ун çинчен кĕнекесем çинче вуланă е илтме кăна пултарнă пулсан паян вара хамăр килсене илсе кайса унпа савăнатпăр. Вăл çулăма ĕнтĕ эпир ытларах тытма тăрăшатпăр чиркÿре, уйăх та тытатпăр, лампадăсене сÿнтермесĕр унпа савăнатпăр.
- Мăнкун эрни тухиччен мĕнле йĕркесене çирĕп тытмалла-ха?
- Мăнкун эрнинче Православи тĕнне тытса пыракансем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, Турра мухтаса юрă юрланă, савăннă. Çавăнпа та çак кунсенче ĕçлемелле мар, савăнса Турра мухтамалла. Библинче те çак куна хисеплеме хушнă. Унта çапла çырнă: "Кам Мăнкун кунне, праçникне хисеплемест, унăн йăхĕ çĕр çинчен çухалтăр тенĕ". Пĕр эрне хушши Мăнкун кунĕнчен пуçласа шăматкунхи каçхи кĕлĕччен патша /Алтарь/ алăкĕ уçă тăрать. Ку вăл Христос çĕр çине анса пирĕн хушăра çÿренине пĕлтерет. Мăнкун кунĕсенче кĕлĕсем иртеççĕ. Мăнкун эрни хыççăнхи вырсарникуна "антипасха" /"кĕçĕн Мăнкун"/ теççĕ, ун хыççăн тунтикун каçпа тата ытларикун ирхине 8 сехетрен пуçласа ятарласа вилнисене асăнмалли кĕлĕ пулать /"радоница"/. Ку вăл вилнисемшĕн Мăнкун тунă пек пулать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА калаcнa.