15 апреля 2017 г.
Паян Христос чĕрĕлсе тăнă кун; савăнăçпа çуталар, пĕр-пĕрĕмĕре "эй, тăвансем" тесе ыталар; пире кураймансене пурне те çак Христос чĕрĕлнĕ кун урлă каçарса çапла калар: Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх панă /3 хут/.
Ку тропаре вара нумайччен юрлаççĕ. Вăл вăхăтра çынсем пĕр-пĕрне чуп тăваççĕ. Пĕри калать: Христос чĕрĕлнĕ! тет; тепри ăна хирĕç: Чăн чĕрĕлнĕ! тет.
Унтан вара священник Иоанн Златоуст вĕрентсе каланă сăмаха калать, ăна каланă чух пурте тăрса итлеççĕ.
Кам Турă Законне лайăх тытса, Турра юратса тăрать пулсан, вăл ĕнтĕ çакă ырă, çутă савăнăçпа савăнса килентĕр! Кам Туррăн аслă чури пулса пурăнать пулсан, вăл ĕнтĕ Хăй Хуçипе пĕрле савăнтăр! Кам Турă умĕнче тăрăшса типĕ тытнă пулсассăн, вăл ĕнтĕ паян хăй хакне илтĕр! Кам пĕр сехетренех пуçласа Турă умĕнче ĕçленĕ пулсан, паян ĕнтĕ хăйне тивĕçлĕ хакне илтĕр! Кам виç сехет иртсен тин Турă умĕнче ĕçлеме тытăннă пулсан, вăл та Турра тав туса праçник тутăр! Кам ултă сехетре анчах ĕçлеме çитнĕ пулсан, пĕртте шикленсе ан тăтăр, вăл та хăй илес хакне кая илмĕ! Кам тăхăр сехете те çитсе ĕлкĕреймен пулсан, вăл та пĕртте хăрамасăр, пĕртте шикленмесĕр кĕтĕр! Кам тата вунпĕр сехете анчах çитнĕ пулсан та, кая юлнăшăн ан хăратăр! Çÿлти Хуçа пурне те юратса хисепе кĕртет, кайранхине те малтанхи пекех кăмăл тăвать! Вунпĕр сехетре килнине те пĕр сехетренпе пуçласа ĕçлени пекех канăçлантарать! Малтан пынине юратса пăхать! Пĕрне тÿлет, тепĕрне ахаль парать! Мĕн ĕçленине савса илет, ĕçлеме шухăш тытнине те ыррăн пăхать! Мĕн ĕçленине хисепе хурать, ĕçлес шухăша та мухтать! Çавна кура ĕнтĕ пурсăмăр та хамăрăн Çÿлти Хуçа савăнăçĕпе савăнар! Малтанхисем те, кайранхисем те хăвăрăн хакăра илĕр! Пуяннисем те, начаррисем те паянхи кун пĕрле савăнăр! Ĕçченнисем те, ÿркеннисем те ку куна вырăна хурăр! Типпе лайăх тытнисем те, питех лайăх тытса çитерейменнисем те паян савăнăр! Сĕтел тулли тăрать, пурте савăнăр! Чыс валли хатĕрленĕ пăру мăнтăр, пĕри те выçă ан юлтăр! Турă чысĕпе пурсăр та киленĕр, ырăлăх пуянлăхне пурсăр та илĕр! Эпĕ мĕскĕн тесе пĕри те ан кулянтăр, ĕнтĕ пурте пĕрле кĕрес Туррăн Патшалăхĕ çитрĕ! Эпĕ çылăхлă юлтăм тесе пĕри те ан хуйхăртăр, ĕнтĕ пирĕн çылăха Каçаракан тупăкран çуталса тухрĕ! Вилĕмрен ĕнтĕ пĕри те ан хăратăр, пире Çăлакан Христос Хăй вилсе пире вилĕмрен çăлнă, Вăл Хăй вилĕмĕпе вилĕм хăватне пĕтернĕ. Вăл Хăй ÿчĕпе тамăк вутне кĕрсе тухса тамăка хуйха ÿкерчĕ. Çак ĕç пулассине Исаия Пророк малтанах каланă: Сана тамăк тĕпнех аннине курсан тамăк хуйхăрса çунать! Ăна Христос пăрахăçа хăварнă! Мĕншĕн тамăк хуйхăрса çунать; Ăна Христос çыхса пăрахнă! Тамăк ăна ÿт тесе илнĕ те, Турра тĕлех пулнă; çĕр тесе илнĕ те, Пĕлĕте тĕлех пулнă; курăнакан тесе илнĕ те, курăнманнине тĕлех пулнă! Эй, вилĕм! Санăн сăнну ăçта ĕнтĕ; Эй, тамăк! Санăн хăватлă вăю ăçта ĕнтĕ; Христос чĕрĕлсе тăчĕ те, эсĕ чикĕнсе антăн; Христос чĕрĕлсе тăчĕ те, усалсем персе анчĕç; Христос чĕрĕлсе тăчĕ те, Ангелсем савăнаççĕ; Христос чĕрĕлсе тăчĕ те, пирĕн пурнăç хăвата тухрĕ; Христос чĕрĕлсе тăчĕ те, пĕр вилнĕ çын та тупăкра юлмарĕ. Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăрса пур вилекенсене те чĕрĕлĕхе кĕме пуçласа панă! Мĕнпур хăват, мĕнпур аслăлăх ĕмĕр-ĕмĕрех ăна тивĕçлĕ. Аминь.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Октоихъ. Мaнкун кeллисем.