15 апреля 2017 г.
"Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăра вăй хуракансем рынок экономикин тапхăрĕ вăхăтĕнче конкуренцие çĕнтерме пултаракан продукцисем туса кăларассишĕн çине тăрсах ĕçлеççĕ. Тăтăшах продукцин ассортиментне çĕнетсех пыраççĕ.
Хальхи вăхăтра кунта çăкăрпа булка изделийĕсем, сухари, сушка, тĕрлĕ тĕслĕ кондитер изделийĕсем пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Кунта ăста алăллă специалистсем вăй хураççĕ. Апат-çимĕç предприятийĕсенче ытларах чухне тарават та вăр-вар çынсем вăй хураççĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ.
Акă, тĕслĕхрен, кондитер цехĕнче Н.Ивановăпа Н.Терентьева ĕçлекенсенех илер /ÿкерчĕк çинче/. Вĕсем ку предприятире 16-30 çул вăй хураççĕ. Çак хушăра çăкăр заводĕнчи тĕрлĕ цехсенче ĕçлесе пăхнă. Пур ĕçе те пурнăçлама пултараççĕ "ылтăн" алăллă ăстасем. Эпир пынă вăхăтра вĕсем "Городецкая забава" пĕремĕке хатĕрлесе çитерсе кăмакана пĕçерме лартрĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - туянакансен кăмăлне пахалăхлă таварпа туллин тивĕçтересси.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.