АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр салтак Мускаври парада хутшăннă

15 апреля 2017 г.

Паттăр салтак Мускаври парада хутшăннă

Геннадий Александрович Пульхеровский 1925 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Уйкас ялĕнче Анна Петровнăпа Александр Владимирович Пульхеровскисен çемйинче çуралнă. 

Часах вĕсем пурăнма Вăрмар поселокне куçнă. Геннадий унти вăтам шкулта вĕреннĕ, уйрăмах физика учителĕ ертсе пынă радиокружока юратса çÿренĕ. Анчах та шкула вĕренсе пĕтерме тÿр килмен унăн, 1943 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче 10 класра вĕреннĕ чухне, 17 çул тултарсанах, вăл нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма фронта тухса кайнă. Вăхăчĕ çапла ыйтнă, ун чух çĕршыв пысăк хăрушлăхра пулнă.
Уралти çар округĕнчи радиотелеграфистсем хатĕрлекен курса вĕренсе пĕтерсен реактивлă гвардейски минометсем /«катюшăсем»/ дивизионĕнче аслă радист пулса тăнă. Çапăçусенче, паллă ĕнтĕ, çыхăнусен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.
1944 çулхи июнĕн 21-26-мĕшĕсенче Ленинград хули çывăхĕнче, пирĕн çарсем наступление куçнă вăхăтра, питĕ йывăр хаяр çапăçусем пулса иртнĕ. Тăшманăн миномечĕсемпе пулемечĕсем вĕçĕмсĕр вут-хĕм тăкнă. Анчах пирĕн салтаксем фашистсен контратакине вăйлăн сире-сире ывăтнă, юлашкинчен путлантарса хунă, малалла наступление кайма çул уçнă. Çапла вара, 26-мĕш «катюшăсен» дивизионĕ çапăçу заданине чыслăн пурнăçланă. Çак тунă çитĕнÿре пирĕн ентешĕн Геннадий Пульхеровскин тÿпи те пысăк пулнă. Вăл командир çумĕнче пулса, сăнав пункчĕпе малти лини хушшинчи радио çыхăнăвне йĕркеллĕ, пĕр чарăнмасăр тытса тăнă, çар тивĕçне пысăк ăсталăхпа, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе, вăхăтра пурнăçланă. Вăл ытти çапăçусенче те пуçаруллă, опытлă радист пулнине кăтартнă. Вăрçă çулĕ Мускавран Çурçĕр хĕвеланăçнелле выртнă. Вĕсен батареи Ладога кÿлли урлă каçса ытти çарсемпе пĕрлешсе Ленинград хулине блокадăран сирме хутшăннă. Г.Пульхеровский малтан Ленинград фронтĕнче çапăçнă, унтан вĕсене Çурçĕр-Карели фронтне куçарнă. Поляр ункин территорине, Мурманск портне фашизм пусмăрĕнчен ирĕке кăларнă хыççăн, юлашкинчен вĕсем Норвеги çĕрĕ çине кĕнĕ. Пĕр хаяр çапăçура Пульхеровскине амантаççĕ, суран чылай йывăр пулнă, шинель витĕр юн сăрхăннă. Мĕн тери тÿсĕмлĕх кирлĕ ун пек чух. Апла пулин те вăл йывăр лару-тăрура çухалса кайман - аманнине пăхмасăр çар заданине вăхăтра, чыслăн пурнăçланă. Тепĕр çапăçура, тăшман персе тăнă вăхăтра çывăхрах снаряд çурăлнипе вăл пысăк инкеке лекет - ăна контузи пулать. Çапăçусенче пулнă сурансем йĕрсĕр иртмен, вĕсене пула вăл врачсен комиссиĕ витĕр тухайман. Пульхеровскин пысăк ĕмĕчĕ - çар академине кĕрсе вĕренесси - пурнăçа кĕреймесĕрех юлнă.
Фронтри паттăрлăхшăн Г.А.Пульхеровские II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Вăрçăри паллă ĕçсемшĕн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти тĕрлĕ юбилей медалĕсемпе наградăланă. Верховнăй главнокомандующийĕн Тав хучĕсене те тивĕçнĕ вăл. Вăрçă вĕçлениччен кăшт маларах ăна фронтран Мускаври минометпа артиллери училищине вĕренме яраççĕ. Унтах çĕнтерÿ кунне кĕтсе илет.
1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче вăл Мускавра ирттернĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Ытти колоннăсемпе пĕрле мавзолей умĕн мăнаçлăн утса иртнĕ. Çак кун унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă.
Геннадий Александрович 1947 çулта çар училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтерет, взвод командирĕ пулса тăрать. Аслă лейтенанта Инçет хĕвелтухăçĕнчи çар округне куçараççĕ. Çар служби тата тепĕр çичĕ çула тăсăлать. Вăл çарта пурĕ 12 çул ытла пулать. Тăван ене 1954 çулхи кĕркунне тин çаврăнса çитет. Çийĕнчех районти çыхăну кантурĕнче /ун чух çавăн ятлă пулнă/ начальник заместителĕ пулса хăйĕн çарти специальноçĕпе ĕçлеме тытăнать, пĕр вăхăтрах Хусанти çыхăну техникумĕнче вĕренет.
1964 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех - 1988 çулччен, районти çыхăну узелĕнче 16-мĕш линипе техника участокĕн /ЛТУ-16/ начальникĕ пулса вăй хурать, коллектива 24 çул ытла ăнăçлă ертсе пырать. Унăн вăрçăра та, мирлĕ ĕçре те пĕр специальность пулнă - радио, телефон, телеграф. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн вăл: «Ĕçри хастарлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медале, «СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсене 50 çул» медале, Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе ытти наградăсене тивĕçнĕ.
Геннадий Александровичăн мăшăрĕ Лидия Алексеевна та хăйĕн пурнăçне çыхăну ĕçне халалланă, радиоузелта аслă радиомеханик пулса ĕçленĕ. Вĕсем пĕр хĕр ача пăхса çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илме пулăшнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăрçăпа ĕç паттăрĕ хальхи вăхăтра пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Г.А.Пульхеровский йывăр чире пула 1996 çулхи майăн 23-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Унпа пĕрле, пĕр вăхăтра ĕçленĕ çынсем Н.Ивановпа В.Евдокимов монтерсем, М.Кораблева, З.Маркова, Ю.Алеферова электромеханиксем, В.Марков аслă электромеханик тата ыттисем те унăн ырă ятне манмаççĕ, асра тытаççĕ, çавăн пек лайăх çынпа ĕçлени - пысăк чыс. Пурнăçра нумай курнă чăн-чăн çын, пултаруллă ертÿçĕ пуринпе те хăйне сăпайлă тытма пултарнă, пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, çавăнпа та коллективра пысăк хисепре пулнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Г.МАТВЕЕВА хатeрленe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика