15 апреля 2017 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынипе Мăнкун умĕн уяв мероприятийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине сÿтсе явассипе республикăри яваплă çынсемпе канашлу иртнĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкун уявĕ умĕн чиркÿсенчи службăсене хутшăнаççĕ.
- Ашшĕ-амăшĕсем, асатте-асаннесем чиркÿсенчи кĕлле ачасемпе мăнукĕсене те илсе килеççĕ. Чиркÿсенче халăх йышлă пухăнать. Пирĕн тĕллев - Чăваш Енре Мăнкун мероприятийĕсем йĕркеллĕ иртсе кайччăр тесе право хуралĕпе тата обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Михаил Васильевич вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен руководителĕсене Турра ĕненекенсем валли хăтлă условисем хатĕрлеме хушнă. Çавăн пекех вăл терроризма хирĕç хушма мерăсем йышăнмалли çинчен, уяв мероприятийĕсенче хăрушсăрлăх мерисене ÿстермелли пирки каланă.
Пирĕн районти чиркÿсенче те службăсем тивĕçлĕ шайра иртсе кайччăр тесе кашни чиркĕве полици сотрудникĕсене çирĕплетрĕмĕр. Малтанах вĕсене хăрушсăрлăх правилисене, кĕлĕ вăхăтĕнче йĕркелĕхе тытса тăмаллине, хăрушлăх килсе тухас пулсан еплерех мерăсем йышăнмалли пирки тĕплĕ ăнлантарнă. Çавăн пекех чиркĕве пыракан çынсене чĕнсе калатпăр: енчен те чиркÿре епле те пулин шиклентерекен япала асăрхасан полици сотрудникĕсене пĕлтерĕр. Мĕнле те пулин кăткăс лару-тăру сиксе тухас пулсан тÿрех çухалса каймалла мар, хăвăра лăпкă тытмалла, пулăшу кирлĕ çынсене тимлĕх уйăрмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.Софронов, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрaмeн полици начальникeн обществaлла йeркене сыхлассипе ecлекен заместителe.