12 апреля 2017 г.
Ю.Соколов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ:
ЧР патшалăх политикин приоритетлă енĕсенчен пĕри - пахалăхлă тата пурне те юрăхлă вĕрентÿпе тивĕçтересси. Юлашки çулсенче республикăра умлă-хыçлă ача сачĕсем хăпартни 3 çул тултарнă ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтермелли черете пĕтернĕ.
Раççейри ТОП-500 тата ялсенчи ТОП-200 ялти чи лайăх шкулсен йышне пирĕн республикăри хуласенчи 9 тата ялсенчи 8 шкул кĕнĕ. Вĕсен шутне пирĕн районти Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул кĕни пысăк хисеп пулчĕ.
Пирĕн районти вĕрентекенсем Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадине хутшăнса олимпиада призерĕсемпе çĕнтерÿçисем пулса вĕрентекенсемпе хăйсен пултарулăхне çирĕплетсе параççĕ. 2016 çулта Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадине хутшăннипе малтанхи 10 регион йышне кĕчĕ. Республикăри 42 шкул ачи Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç. Çак кăтартура Вăрмар район тÿпи те пысăк. Призерсемпе çĕнтерÿçĕсене хатĕрлекен вĕрентекенсене ЧР Пуçлăхĕн укçан премийĕсемпе хавхалантарнă.
В.Кириллов, район больницин тĕп врачĕ:
Республика территорийĕнчи яллă вырăнсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хăпартмалли программа ăнăçлă аталанса пырать. 2016 çулта Чăваш Енре 25 модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Пирĕн районта та çак программа ăнăçлă пурнăçланса пырать. Иртнĕ çул Кивĕ Шулханпа Мăнçырма ялĕсенче çĕнĕ ФАПсем çĕкленчĕç.
Чăваш Республикинче "Земство тухтăрĕ" программа пурнăçа кĕме пуçланăранпа яллă вырăнсенчи медицина учрежденийĕсенче 315 тухтăр ĕçлеме вырнаçнă, 2016 çулта - 37 тухтăр. Çав шутра çак программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул пирĕн районти тĕп больницăра 3 врач ĕçлеме пуçларĕ. Вĕсен шутĕнче рентгенолог, окулист, гинеколог.
З.ПАВЛОВА, "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ:
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе отчет турĕ. Вăл хăйĕн анлă докладĕнче республикăн иртнĕ çулхи экономикипе социаллă аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Уйрăммăн экономикăн кашни отраслĕн аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сăмахран, Чăваш Енре промышленноç производствин индексĕ 107,6 процентпа танлашнă. Республикăри предприятисен тиесе янă таварсен калăпăшĕ 12,1 процент ÿснĕ. Палăртма кăмăллă: çакă Атăлçи федераллă округра пысăк кăтартупа танлашать. Чăваш Енри предприятисем инноваци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе - малтисен ретĕнче. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăçал пирĕн республикăра 2800 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă. Çакă район-хуласенче пурăнакан халăха çемйисенчен аякка каймасăр, вырăнтах ĕçлесе пурăнма майлă условисем туса пани питĕ лайăх пулĕ тесе шутлатăп.
Республика Пуçлăхĕ ялхуçалăх отраслĕн аталанăвĕн ÿсĕмне те палăртса хăварчĕ. Республикăри пур категориллĕ хуçалăхсенче ялхуçалăх продукцийĕсем туса илессин калăпăшĕ иртнĕ çул 46,7 млрд тенкĕпе танлашнă. 2016 çулта пур категориллĕ хуçалăхсенче 609,2 пин тонна тĕш-тырă туса илнĕ. Акса-лартса илекен çĕр лаптăкĕ унчченхи çулсемпе танлаштарсан иртнĕ çул чылай нумайрах пулни, çавна май ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен ĕç укçи ÿссе пыни кăмăла çĕклет. Республикăра сывлăх сыхлавĕн аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ. Ялсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлаççĕ, халăхăн вăтам пурнăç тăршшĕ ÿссе пырать. Çитес çулсенче вăл вăтамран 76 çулпа танлашмалла. Ачасен ырă-сывă çураласлăхĕ те ÿссе пыни куçкĕрет. Вĕсене валли вара 2020 çул тĕлне тепĕр çĕнĕ 11 ача сачĕ, 2025 çул тĕлне 33 шкул хăпартма палăртаççĕ. Çакă вара пĕтĕмпех çамрăк ăру ырлăхĕшĕн, вĕсен çутă пуласлăхĕшĕн. Юлашки çулсенче республикăра культура учрежденийĕсене çĕнетес, вĕсене çĕнĕрен хăпартас ĕç пысăк хăвăртлăхпа пулса пырать. Çитес çулсенче 25 культура учрежденийĕ хăпартма палăртнă. Вĕсенчен пĕрне - пирĕн районти Энĕшпуçĕнчи культура çуртне - кăçал Республика кунĕ тĕлне хута ямалла. Çакă пирĕн районшăн чăн-чăн парне пулĕ.
С.АРХИПОВ, Ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев апрелĕн 6-мĕшĕнче 11 сехетре тÿрĕ эфира тухрĕ, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Физкультурăпа спорт çынна сывлăхлă пулма ырă витĕм кÿнине палăртрĕ. Çакна пурнăçлама юлашки çулсенче республикăра та, пирĕн районта та чылай ырă улшăнусем пулчĕç - пур условисем те çителĕклĕ. Районта пĕтĕмпе 85 спорт сооруженийĕ ĕçлет, вĕсенчен 49-шĕ урамра вырнаçнă, 27 спорт залĕпе 2 бассейнра сывлăха çирĕплетме, спортри ăсталăха туптама пулать. Ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче спортăн 9 енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Уйăхсеренех сывлăхпа спорт кунĕ иртни вырăнти халăхшăн калама çук лайăх. Ахальтен мар пулĕ халăха физкультурăпа тата спортпа тăтăшах хутшăнтарас енĕпе Чăваш Ен Раççей регионĕсен пĕрремĕш теçеткине кĕрет. "Физкультура тата массăллă спорт" çул-йĕр енĕпе республика Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Физкультурăпа спорта аталантарма, спорт инфратытăмне хывакан инвестицисене шута илмесĕр, çуллен 700 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнине каларĕ. Çавна пулах ĕнтĕ республикăри 34 пин ытла ачапа çул çитмен çамрăк, çав шутрах пирĕн районта пурăнакан чылай çамрăк вăй-халне спорт шкулĕсенче туптать. Ырă туртăм çамрăксенче ан чактăр, вăл вăй илсе кăна пытăрччĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"