АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере те, ял-йышра та хисепре

12 апреля 2017 г.

Çемьере те, ял-йышра та хисепре

Пирĕн анне, Галина Александровна Николаева, çуралнăранпа апрелĕн 11-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Вăрçă пуçланнă çул вăл 14-ри хĕр ача кăна пулнă. Ялти ытти ачасенчен унăн пурнăçĕ нимĕнпе те уйрăлса тăман. Йывăрлăхне те, хуйхи суйхине те чăтса ирттернĕ. Çапах та вăл вăрçă çулĕсенче Вăрмарти вăтам шкултан вĕренсе тухма вăй-хал çитерет. Унтан вара ялхуçалăхĕнче ĕçлеме кирлĕ специалистсем хатĕрлекен Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулне вĕренме кайса кĕрет. Часах вăл бухгалтер специальноçне алла илет те тăван "Дружба" колхозра ĕçлеме тытăнать. Çамрăк специалиста малтанах учетчица ĕçне шанса параççĕ. Хăйĕн тĕп ĕçĕсĕр пуçне ытти яваплă обществăлла ĕçсене те пĕр пăркаланмасăр, чун ыйтнă пек пурнăçлать çамрăк хĕр ача. Вăл вăхăтри колхоз председателĕ, пуринчен те çирĕп ыйтакан Иван Григорьевич Григорьев Галина Александровнăна 1948 çулта кассира куçарать. Кунта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн ăна аслă бухгалтера лартаççĕ. Çакăнта вăл цифрăсен "тĕнчине" куçать те ĕнтĕ. Колхозăн кашни пусне шута илсе пырать. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тата учетпа отчет ĕçне пĕлсе те лайăх тытса пынишĕнех хисеплеççĕ ăна колхоза ертсе пыракан яваплă çынсем. "Ĕçне кура - хисепĕ", - тенĕ пек Галина Александровнăна ĕççынни депутачĕсен Вăрмар район Совечĕ Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Унăн ĕçĕ районта та курăмлă пулнă, мĕншĕн тесен ялхуçалăх управленийĕнчи тĕп бухгалтерсемпе ытти специалистсем колхозсенчи учетпа отчет ĕçне тăтăшах тĕрĕслесе тăнă. "Дружба" колхозри тĕп бухгалтер ĕçĕпе вĕсем яланах кăмăллă пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ вăл çак должноçра. Пенсие тухсан вара тĕп бухгалтер заместителĕнче 11 çул тăрăшнă вăл шут ĕçĕнче. Нумай çул пĕр вырăнта яваплăха туйса ĕçленĕшĕн ăна "Ĕç ветеранĕ" медаль парса хавхалантарнă. Ытти наградăсемпе пĕрле унăн "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль те пур. Хăйĕн ĕçне миçе çынна ĕçлеме хăнăхтарман-ши вăл. Галина Александровна çамрăксен наставникĕ те пулнă. Çавăнпа та ăна паянхи кун та пĕрле ĕçленисем хисеплеççĕ, ăс панăшăн, вĕрентнĕшĕн тав тăваççĕ.

1954 çулхи июль уйăхĕнче Галина Александровнăпа хаяр вăрçă çулĕпе мухтавлăн утса тухнă Алексей Николаевич Николаев пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Хаяр вăрçă хирĕнчен 1949 çулхи апрель уйăхĕнче таврăнать те вăл часах ĕçе кÿлĕнет. Малтанах - кондукторта, унтан весовщикра вăй хурать. Вăрçă çулĕсенче пирĕн атте ырă енчен кăна палăрса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Карели фрончĕсенчи çапăçусенче хастарлăх кăтартнăшăн ăна "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăлаççĕ. Каярахпа Венгрие, Австрие ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнăшăн "Паттăрлăх" медаль тата III степеньлĕ Мухтав орденĕ илме тивĕç пулнă. Хĕвелтухăç Европăри çĕршывсене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Верховнăй Главнокомандующи приказĕпе Тав туни çинчен çирĕплетекен хутсем те нумай унăн.

Пирĕн туслă çемьере 6 ача çуралса çитĕннĕ. Çăмăлах пулман аттепе аннене, яваплă вырăнта ĕçленипе пĕрлех пире те ура çине тăратмалла пулнă. Аттепе анне яланах ĕçре пулнипе-ши - эпир килти пур ĕçе те пурнăçлама пултарнă. Пĕр-пĕрне итлеме те хăнăхса ÿснĕ. Вĕренÿре те лайăх енĕпе кăна палăрса тăнă. Пурте пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă, кашниех хăйĕн çемйипе пурăнать. Атте-анне килне килсех çÿреççĕ, куншăн вара анне питĕ савăнать. Питех те шел, атте паянхи куна çитиччен пурăнса çитеймерĕ, йывăр чире пула çĕре кĕчĕ. Хальхи вăхăтра анне, çулĕпе çамрăках мар пулин те, чунĕпе вăл яланах хавхалануллă. Çамрăксемпе çамрăкла, ватăсемпе ватăлла пулма пĕлет пирĕн юратнă çыннăмăр. Çемьере те, ял-йышра та пысăк хисепре вăл. Паянхи кун та анне патне ялти хисеплĕ çынсем, малтан пĕрле ĕçленисем, кÿршĕсем тăтăшах килсе çÿреççĕ. Çакă та аннен пурнас кун-çулне тăсать пулĕ.

Çуралнă кун ячĕпе ăна пурте саламласа сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунаççĕ. Малашнехи пурнăçра канлĕ ватлăх пултăр сана, юратнă аннеçĕм!

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ГРИГОРЬЕВА, аслa хeрe. Чупай ялe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика