АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи аслă уява хатĕрленсе - çветтит тунă куличсем

12 апреля 2017 г.

Чи аслă уява хатĕрленсе - çветтит тунă куличсем

Мăнкун -  Христос тĕнĕн чи аслă уявĕ.  Православи тĕнне  тытса пыракансем ăна  кăçал апрелĕн 16-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çулталăкра пĕрре пулакан уяв ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те  чи кĕтнĕ праçник.  Турра ĕненекенсем Мăнкун çитиччен чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ. Православи тĕнне чунтанах ĕненекенсем типĕ тытса чуна тасатаççĕ, кил-çуртра та тирпей-илем кĕртеççĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах Мăнкун умĕн "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăн çăкăрпа булка тата кондитер изделийĕсене, Аслă Мăнкун валли пĕçерсе хатĕрленĕ куличе Владимир протоиерейпа Мария матушка килсе кĕлĕ вуласа çветтит турĕç. 
"Эй Турă, çакă апат-çимĕçе пилле! Пире хамăра хăвăн ырăлăхунтан хăвармасăр сыхла, эпир çак çимĕçсене астивсе, эсĕ паракан нихăçан пĕтми ырăлăхупа, калама çук ырă тивлетпе тăранар. Хăватлăх та, патшалăх та, вăй та, ăслăлăх та Санăн, Ашшĕин, Ывăлĕин, Святой Сывлăшĕин, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех Аминь! Мăнкун валли хатĕрленĕ кулич тата кĕлĕ туса çветтит тунă çăнăхран пĕçерсе хатĕрленĕ апат-çимĕç сывлăхшăн усăллă пултăр, çемьере килĕшÿпе тăнăçлăх кÿтĕр. Çăкăрпа булка тата кондитер изделийĕсене пĕçерсе хатĕрлекенсене те, туянакансене те Турă пиллетĕр!", - терĕ Владимир атте "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăра кĕлĕ туса çветтит тунă вăхăтра. 
"Мăнкун куличĕ чĕрĕлĕх, савăнăç, шанчăк палли. Çветтит тунă куличе Аслă Мăнкунра пурин те астивсе пăхмалла. Эпир ăна ăшă туйăмпа пĕçерсе хатĕрлетпĕр. Мăнкун сĕтелне илем кÿрекен куличăн пĕрремĕш партине пĕçерсе хатĕрленĕ, çветтит тунă хыççăнах ăна районти лавккасене ăсататпăр", - тет çăкăр завочĕн директорĕ М.Федорова.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика