08 апреля 2017 г.

Татьяна Дорофеева-Миро пултарулăхĕ çинчен калас пулсассăн, чи малтанах вăл тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртмалла. Килĕшĕр те - пур çыравçă та аслисем валли те, ачасем валли те пĕр пек пултаруллă çырма пултараймасть, анчах та ку Татьяна Юрьевнăна пырса тивмест.
Акă 2012 çулта пичетленсе тухнă «Все дороги - на Урмары» кĕнекене кăна илер-ха. Кĕнеке мар, вĕренÿ пособийĕ те теме пулать ăна. Пĕтĕм гениллĕ япала питĕ ансат тенĕ пекех, кунта кĕнĕ сăвăсене те питĕ çăмăл та ăнланмалла чĕлхепе çырнă. Уроксенче ачасене темиçе сехет хушши районта миçе ял, мĕнпе палăрса тăни çинчен ăнлантарма лекет пулсан, кунта кĕнекене уç та - кашни ял куç умне тухса тăрать:
Малость сгорбились дома
В деревеньке Чирш-Сирма...
е тата:
В Старые Урмары
Птицы - санитары
Собрались гурьбой,
Червячкам дать бой.
Татьяна сăввисене вырăсла çырать пулин те унра чăваш юнĕ чупни, халăхăн тавракурăмĕпе философийĕ палăрать:
Злые в мире кружили ветра,
Горы рушились, вновь возраждались...
И всегда человеком труда
Оставался чуваш - дух из стали.
Поэтесса вырăсла çырни унăн шухăшлавĕ, тĕпрен илсен, çак чĕлхе çинче йĕркеленнĕрен килет ахăр, анчах та куçару ĕçĕнче /вырăсларан чăвашла куçарнине илетĕп/ ăна çитекенни сахал. Акă хăйĕн сăввине вырăсларан чăвашла куçарнă йĕркесем:
Пăхатăн - пăхса тăранаймăн
Чăваш хĕр-пикин сăн-питне.
Çулла е салху кĕре майăн -
Ялан илĕртет хăй патне...
Нимĕнле куçару сĕмĕ те палăрмасть, чăн-чăн оригинал тейĕн.
Юлашки çулсенче çĕнĕ кĕнеке кăларнипе никамах та тĕлĕнтереймĕн. Сăвăсен пуххисем кăларассипе Г.Матвеев, М.Прокопьева-Мерчен, В.Христофорова тухăçлă ĕçлеççĕ. Н.Иванов-Пархатар ĕçĕсем пирки калас пулсан, вĕсем чылай. Çапах та хальхи çыракансенчен чи пархатарлăрах вăй хураканни - Т.Дорофеева. Хăйĕн пултарулăх çулĕсен тапхăрĕнче Татьяна 20 ытла кĕнеке авторĕ, сăвăсен ярăмĕсем тĕрлĕ хаçатсемпе журналсенче пичетленеççĕ. Вăл «Страна озарение» /халĕ «Союз писателей»/ литература журналĕн редколлеги членĕ, «Литературные тропки Чувашии» журнал редакторĕ.
Кăçал Татьяна Юрьевна вулакансене тепĕр икĕ çĕнĕ кĕнекепе савăнтарчĕ. Вĕсене автор Вăрмар районĕ 90 çул тултарнине халалланă. Вĕсен ячĕсем: «Край любимый, край Урмарский» /сăвăсен пуххи/, тепри «Истоками края родного» çыравçă ăста публицист пулнине те уçса кăтартать. Кунта пире çывăх Вăрмар енĕн паллă вырăнĕсене сăнланă, паллă тата ытти çынсен кун-çулĕпе паллаштарнă. Сăмах май, кăçал, апрелĕн 13-мĕшĕнче 13 сехетре, районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче автор çак икĕ çĕнĕ кĕнекипе паллаштарĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Р.ИВАНОВА, библиотекарь.