АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кайăка - пурăнмалли кил

08 апреля 2017 г.

Кашни кайăка - пурăнмалли кил

Кайăксен кунне халалласа "Колосок" ача садне çÿрекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ача сачĕн территорийĕнче вырнаçнă йывăçсем çине шăнкăрч йăвисем çакрĕç. Шăнкăрч йăвисем çакасси ĕлĕкхи ырă йăла. Çак мероприятин тĕллевĕ - ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене вĕçен кайăксем вĕçсе килни çине тимлĕх уйăрттарасси, çутçанталăкпа тăван тавралăха юратма вĕрентесси. 

Ашшĕсем хăйсен ăста аллисемпе кайăксем валли тĕрлĕ калăпăшлă тата тĕрлĕ формăллă "кил-çурт" ăсталарĕç. Кашни хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Йывăçсем çинче харпăр хăй тунă шăнкăрч йăвисем çакăнса тăнине, унта кайăксем апатланнине курсан кашнин кăмăлĕ хăпарать.
Хĕвел хĕртсе пăхнă чух, кайăксем хăйсен юррине шăрантарнă чухне чунра çуркунне хуçаланать. Кайăксене пулăшнипе пĕрлех эпир хамăра та пулăшатпăр. Вĕсем пире хаваслă юррисемпе кăна мар, усă кÿнипе те пулăшаççĕ. Кайăксем хурт-кăпшанкăсен шутне йĕркелесе тăраççĕ, çавна май тухăçа упраса хăварма пулăшаççĕ. Çынсен вĕсене нумайрах тимлĕх уйăрма тăрăшмалла.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Иванова, О.Александрова, воспитательсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика