08 апреля 2017 г.
Чăваш Енри çĕрсемпе киревсĕр усă курни çинчен Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управление çулсерен çыру-çăхав килет. Палăртмалла, пĕрне те тимлĕхсĕр хăварман. Çийĕнчех вырăна тухса лару-тăрăва тĕпченĕ. Чăнах та, çăхавсем ахальтен çуралмаççĕ иккен. Нумай чухне йĕркене пăсни куç умне тухса тăрать. Ытларах чухне çум курăкĕ, йывăç-тĕм кашласа ларакан лаптăксем куçа лекеççĕ. Шел те, çÿп-çап куписенчен те хăтăлса пĕтейместпĕр-ха.
Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ пирки илтмен çын çук та пулĕ - унта паллă ентешĕмĕр Андриян Николаев ача чухне чупса ÿснĕ вырăнсем. Анчах та пĕлтĕр Шуршăл тăрăхĕ пирки лайăхах мар енчен нумай аса илчĕç. Ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче унитазсен купи выртни пирки сахал мар сÿтсе яврĕç. Районсен çут çанталăка сыхлакан пĕрлехи Шупашкар прокуратури çакăн хыççăн Россельхознадзора çырупа тухрĕ. Патшалăх инспекторĕ А.Андреев каланă тăрăх, чăнах та, 81 тăваткал метр çĕр çинче унитаз, раковина ванчăкĕсем йăваланса выртнă. Çĕр лаптăкне 64800 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çакăншăн ял тăрăхĕн администрацине РФ КоАПĕн 8.6 статйин 2 пайĕ тăрăх административлă майпа явап тыттарнă, штраф - 40 пин тенкĕ.
Икĕ региона та шухăшлаттаракан çÿп-çап купи. Çÿп-çаплă лаптăк икĕ республика - Тутарстанпа Чăваш Ен - чиккинче вырнаçни лару-тăрăва пушшех те кăткăслатать. Кам айăплă? Хăш регион çĕрĕ шар курать/ Çак ыйтусем çине нумай çул ĕнтĕ хурав "шыраççĕ". Куславкка район администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кунти çÿп-çап купине пĕтерес тесе 2004 çултанпах тăрăшаççĕ. Вырăнти çынсем каланине ĕненес пулсан, Тутарстан çĕрĕ çинчи ăпăр-тапăр майĕпен Чăваш Еннелле "куçса пырать". Шлагбаум та лартнă çакăнта. Тутарстанри çывăхри поселокăн коммуналлă службин представителĕсем кунта пĕрмаях ĕçлеççĕ пулсан та çÿп-çап купи тулсах пырать.
Йĕрке тăвас тĕллевпе 2007 çулта - çут çанталăка сыхлакан районсенчи пĕрлешĕвĕсем Шупашкар прокуратурине, 2008 çулта Тутарстан Президенчĕ патне çырупа тухнă. Çав вăхăтрах Куславкка район администрацийĕ Ростехнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе пĕрле тĕрĕслев ирттернĕ.
Юлашки çулсенче Россельхознадзорăн Тутарстанри тата Чăваш Енри управленийĕсен, Роспотребнадзорăн, икĕ регионăн Çут çанталăк министерствин специалисчĕсем çак вырăна тĕпченĕ. Актсем çырса штрафланă. Анчах, çаплах унти çÿп-çап купи хушăнсах пырать. Тĕрĕслÿсем ирттерни те пулăшмасть. Росприроднадзорăн Тутарстанри управленийĕ "Нижневязовский жилкомсервис" МУПа экологи требованийĕсене пăхăнманшăн РФ КоАПĕн 8.2 статйи тăрăх явап тыттарасшăн пулнă. Предприяти ĕç-хĕлне чарса лартма ыйтса материала суда панă. Апла пулин те - çÿп-çап вырăнтах-ха. "Кĕрешÿ" вĕçленмен-ха, Куславкка район çĕрне çÿп-çаппа варалама чарма ыйтса Тутарстан Республикин Экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерствине çырупа та тухнă. Сăмах Тутарстанпа Чăваш Ен чиккинче вырнаçнă Куславкка районĕнчи Курăчкин ялĕнчен инçех мар иртекен çул хĕрринче "Республика Татарстан" тесе çырса çакнă вырăнта кирлĕ мар ăпăр-тапăр купи 3 гектара яхăн çĕр йышăнса выртни пирки пырать.
Асăннă лаптăк "хуçи" пирки пĕлес килетех ĕнтĕ. Уçă карттă тăрăх - пĕр общество арендинче вăл /чăваш енчен/. Анчах та общество хуçи çакăн пирки ку таранччен те пĕлмен иккен. Те чăнах та, икĕ йĕрлĕ чикĕ пăтратса янă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть суд пулнă. Çĕр саккунĕсене пăсни куç кĕрет. Кам айăплă? Çак ыйту çаплах хуравсăр... Экологи ыйтăвĕ вара çавах çивĕч. Чăваш çĕрĕ çинчи тавралăха таса тытассишĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла.
Пĕтĕмпе, Чăваш Енре Россельхознадзор ĕçченĕсем пĕлтĕр ăпăр-тапăр пăрахса тултарнă 1 гектар ытла çĕр тупса палăртнă: Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка тата Çĕрпÿ районĕсенче.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорaн Чaваш Республикинчи тата Ульяновск облаceнчи ecченe /пресс-секретарe/.