АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне пулăшсан йăлтах ăнăçать

08 апреля 2017 г.

Пĕр-пĕрне пулăшсан йăлтах ăнăçать

Хальхи вăхăтра ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче вăй хуракансем çур акине тухма хатĕрленеççĕ. Халĕ вĕсен канăçĕ пĕтнĕ темелле. "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче вара çулталăкĕпех хĕрÿ ĕççи пырать. Сĕтел çине кайăк-кĕшĕк  аш-какайĕ çитиччен питех те нумай вăй хумалла.

Çуркунне çитсен вара çынсем кайăк-кĕшĕк чĕпписене туянасшăн кĕшĕлтетеççĕ. Вĕсене таçта та сутаççĕ пулин те хамăр район çыннисем вара ытларах кунти таварсемпе продукцине килĕштереççĕ. Район çыннисем кăна мар, юнашар республикăсенчи ялсенчен те килеççĕ. Çак вăхăтчен кунта ĕçлекенсен нумай вăй хума тивет. Вĕсен ĕçĕн курăмлăхĕ чи малтан ăратлă чăхсенчен çăмарта туса илесси, унтан вĕсене сортласа кайăк-кĕшĕк чĕпписене инкубаторсенче пусарса кăларасси. Паян сăмахăм чăх чĕпписем пусарса кăларакан цехра ĕçлекенсем пирки тата çăмарта складĕнче вăй хуракансем çинчен пырĕ.
Çăмарта складĕнче К.Ивановăпа М.Михайлова хăйсен ĕçне тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ, нумайранпа кунта тăрăшаççĕ. Эпĕ унта пынă вăхăтра Клара Николаевна складра пĕчченех çăмартасене сортлатчĕ. Аллисем выляса кăна тăраççĕ, питĕ хăвăрт ĕçлет, пĕр çĕртен тепĕр çĕре çăмарта илсе хунине курса та юлаймастăн. Çăмартасене категорине кура майлаштарса хурать. Унăн ĕçĕпе кăсăкланнине туйсан, вăл мана çапла хуравларĕ: "Хăнăхнă та ĕçлетпĕр, икĕ алла пĕр ĕç, пирĕн çинчен хаçатра çырмалли нимех те çук", - терĕ. Чăнах та чăваш хĕрарăмĕсем мĕн авалтанах хăйсен сăпайлăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Кунне 14-16 пин çăмарта хĕрарăмăн черчен алли витĕр тухсан та нимех те мар теççĕ вĕсем. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе йывăр ĕçе те çăмăл пек кăтартма пултараççĕ. Инкубаци цехĕнче Т.Васильевăпа Т.Кириллова та тĕттĕм цехра çăмартасене инкубатора хума хатĕрлетчĕç. Сăмах май каласан, Т.Васильева инкубаци цехĕн тата çăмарта склачĕн заведующийĕ. И.Васильева, М.Иванова, С.Шурина, Т.Кириллова инкубаци цехĕнчи операторсем. Кунти ветеринари врачĕ Л.Маркелова хастар хĕрарăмсен ĕçĕ-хĕлĕпе питех те кăмăллине палăртса çапла каларĕ: "Яваплăхран нихăçан та хăраса тăман хĕрарăмсем йывăрлăха парăнмаççĕ, ĕлĕкхи ватăсем каланă пек авăнсан та хуçăлмаççĕ, такăнсан та тăрса малалла утаççĕ", - терĕ. "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществи пĕр тикĕссĕн ĕçлесе пынă вăхăтра вăй хума тытăннă та вĕсем паянхи кунччен те тăрăшаççĕ. Çак вăхăтра фабрика темле йывăрлăха та тÿссе ирттернĕ. Ĕç укçи вырăнне таварпа та панă тапхăрсем пулнă. Йывăрлăха парăнма хăнăхман хĕрарăмсем вара лайăххине шанса, общество интересĕпе килĕшсе малаллах ĕçленĕ. Халĕ те вĕсем пурнăçа ÿпкелешмеççĕ, хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ, пĕрле ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеççĕ. Çапла пулмасăр, кун-çул ĕçре иртет-çке.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика