08 апреля 2017 г.
Кăçал Раççейре "Экологи" çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Ăна Чăваш Енре пурăнакансем те хапăл тусах йышăнчĕç. Çак питех те кирлĕ ыйтупа хамăр республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла палăртнă йĕркесем пур: "Тăван кĕтесри çут çанталăка сыхласа хăварма пирĕн чылай ĕç тумалла! Пирĕн шухăшсен тасалăхĕ, чун экологийĕ хальхи тата пулас ăрусем валли çут çанталăкăн лайăх хутлăхне, таса экологиллĕ Чăваш Ен туса хумалли шанчăклă никĕс пулса тăмалла". Çак сăмахсен тĕп тĕллевĕ - çынсене тăван тавралăха юратма, таса тытма хăнăхтарасси. Районсенче пурăнакансем те Чăваш Ен Пуçлăхĕ чĕнсе каланине тĕпе хурса ĕçлеççĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Акă, эпир те хамăр район территорине тасалăхра тытас тесех тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнма тĕллев тытнă. Вăрмар поселокĕ - район тĕкĕрĕ, çавăнпа та ăна пирĕн тирпейлĕхре тытмалла. Кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 10-мĕшĕччен Вăрмар хула тăрăх администрацийĕ территорисенче тасалăха тытса тăрас, тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕллевпе икĕ уйăхлăх ирттерме палăртнă. Çавна май предприятисемпе организацисен, учрежденисен тата уйрăм çын предпринимательсен руководителĕсем тата уйрăм кил хуçисемпе нумай хутлă çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем уйăхлăха активлă хутшăнса ырă ĕçсем тăвасса шансах тăратпăр. Тирпейлĕ вырăнта пурăнма та аван-çке! Юр ирĕлсе пынăçемĕн тасамарлăх та çиеле тухса пырать. Вĕсене çийĕнчех пухса пырса поселок территорийĕнчен илсе тухса ятарлă вырăна кайса тăкмалла. Çÿп-çапсене йĕркеллĕ турттарса тăрас тесен "Водоканал" тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿ тумалла. Вăрмар хула тăрăх территорине тасалăхра тытассипе палăртнă икĕ уйăхлăхра кăна мар, çулталăкĕпе ĕçлемелле. Çак ĕçе контрольлесе тăрас тĕллевпе Вăрмар хула администрацийĕнче ятарлă комисси те йĕркеленĕ. Вăл вара тăтăшах тĕрĕслÿ рейчĕсем ирттерĕ. Территори тасалăхĕшĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ПАВЛОВ, Вaрмар хула тaрaх администрацийeн пуcлaхe.