08 апреля 2017 г.
«Амазони» этнокомплекс хута кайсан «Шупашкар: 500 çул» парк сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăнасса, кунашкалли Раççейре пĕртен пĕрре çеç пуласса шантараççĕ.
Этнокомплекс çинчен темиçе çул каяллах калаçма пуçланă. Ăна Чăваш Ен тĕп хули 550 çул тултарнă тĕле те, маларахри е каярахри вăхăтра та уçма палăртни пирки сăмах çÿрет. Шупашкар юбилейĕ кунран-кун çывăхрах. Анчах тĕп хула варринче культурăпа кану объекчĕсем çĕкленсе ларасси иккĕлентерет: пурне те çырлахтаракан территори планне халĕ те хатĕрлесе çитереймен-ха. Ăна вĕçĕмсĕр сÿтсе яваççĕ, улшăнусем кĕртеççĕ. И.Моторин премьер-министр мартăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Строительство министерствин тата Шупашкар хула администрацийĕн Архитектурăпа хула строительствин канашĕпе ирттернĕ пĕрлехи анлă ларăвĕнче те çак ыйту тĕпре пулчĕ.
«Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнчи «Амазони» этнокомплекс проекчĕ Раççей Федерацийĕнче туризма аталантарасси /2011-2018/ тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Документра палăртнă тăрăх - инфратытăма федераци тата республика бюджечĕн укçи-тенкипе хута ямалла. Туризм объекчĕсен строительствишĕн бюджет тулашĕнчи çăл куçсем /е «ТРИгрупп» АХО/ яваплă. Ларура инвесторăн юлашки вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашнехи тĕллевсемпе компанин проект менеджерĕ Марина Федорова паллаштарчĕ.
Туробъектсен строительствине инвестор виçĕ тапхăрпа пурнăçлама палăртать. «Пĕрремĕш тапхăрта суту-илÿпе кану комплексне хута ярасшăнччĕ, - пĕлтерчĕ Марина Федорова. - Анчах çĕр ыйтăвне татса пама май килменрен инвестор ун вырăнне социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем - «Тухья» музей комплекс, «Смешариклэнд» аттракционсен хули, аквапарк, ресторан лартма палăртать». Июнĕн 24-мĕшĕ тĕлне инвесторсем «тĕп хапхана» /унтах халăх эпосĕнчи паттăрсене вырнаçтарнă аллея та кĕрет/, уçма йышăннă. «ТРИгрупп» представителĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - хальхи вăхăтра паркра фонтансене, ротонда, скульптурăсем вырнаçтарнă, çулсем тунă, çĕр айĕпе коммуникаци хывнă, электричество кĕртнĕ... Сахал мар ĕç пурнăçланă, апла пулин те инвестор ĕç-хĕл графикĕнчен чылай юлса пырать. Кăçал Марина Федорова çирĕплетнĕ тăрăх программăн пĕрремĕш тапхăрне çеç пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Умра тата иккĕмĕш, виççĕмĕш тапхăрсем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.