АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕпе тухнă

08 апреля 2017 г.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕпе тухнă

2017 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшÿллĕн ЧР Патшалăх Канашне ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕпе тухнă. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче паллашма пулать. Унăн ĕçне Вăрмар районĕнчи яваплă çынсем хаклаççĕ.

А.ТИХОНОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан органсен тата законодательствăсене пурнăçлакан влаçсен умĕнче чи кирли - Чăваш Енри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне çирĕплетсе пырса кунта пурăнакан халăхсен пурнăç шайне ÿстересси пулни çинчен чарăнса тăчĕ. 2016 çулта ЧР республика бюджетне тата пĕрлештернĕ бюджета укçа-тенкĕ килсе кĕнипе тата тăкаклани çинчен тĕслĕхсем илсе кăтартса цифрăсемпех паллаштарчĕ. Иртнĕ çулта республикăри промышленноç производстви лайăх результатсем кăтартнă. Унăн индексĕ 107,6 процент пулнă, çак цифра Раççейре 101,3 процентпа, Атăлçи Федераллă округра 100,8 процентпа танлашнă. Чăваш Республикинче вак тата вăтам бизнесăн 50,3 пин субъекчĕ ĕçлет, вĕсенчен республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 3,3 млрд тенкĕ кĕнĕ, çакă вăл 2015 çулхипе танлаштарсан 10 процент ытларах. Республикăри нумай предприятисен производство калăпăшĕсем ÿснине пĕлтерчĕ. Инвестици ĕçĕ-хĕлĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Монохуласен аталанăвĕ те Чăваш Республикинче малтан-мала пырать. "2013-2017 çулсенче Чăваш Республикин территорийĕнче авариллĕ çуртсенче пурăнакан граждансене çĕнĕ çуртсене пурăнма куçарасси" республикăри тĕллевлĕ Программа пирĕн районта ăнăçлă вĕçленчĕ. Çак программăна пурнăçлас çĕрте эпир Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе пĕрле тăрăшса ĕçлерĕмĕр.

М.ПУКЛАКОВ, район пуçлăхĕ: Иртнĕ çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май курăмлă ĕç туса ирттерни куç умĕнче, умра тăракан тĕллевсене пурнăçламалли татах та нумай. Апрелĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн отчетне çутатса пачĕ. Унта çакă курăнчĕ: ырă пуçарусем нумай. Тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланса пыни савăнтарать. Ку вăл чăваш халăхĕн пурнăç шайне çÿлелле çĕклеме май парать. Эпир вара районта пурăнакансем унăн çирĕп шухăшне, палăртнă тĕллевне мала хурса пурнăçлама тăрăшатпăр. Малашлăх тĕллевĕ: инвестици политикин ыйтăвĕсене, вак тата вăтам бизнеса пулăшасси, ялхуçалăх, пурăнмалли çурт-йĕрпе строительство, çул-йĕре тата нумай хваттерлĕ çуртсенчи картишсенче тĕп юсавсем пурнăçласси, яллă вырăнсенче асфальтлă çул-йĕр тăвасси, сывлăх сыхлавĕнчи тата вĕренÿ учрежденийĕсенчи ĕçсене лайăхлатса пырасси тата ытти те. Кăçал Раççейре - Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнăран пирĕн ку енĕпе нумай ĕçлемелле. Йĕри-тавралăха йывăç-тĕм ытларах лартассипе, çÿп-çапсене тасатассипе уйрăмах тимлес пулать. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче ачасене тĕрĕс те тивĕçлĕ воспитани парассипе пуян та пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ытларах ирттермелле. Демографие те манас пулмасть. Кунпа пĕрлех общество умĕнче лайăх та ырă çемьесене чысламалла, вĕсене мухтамалла. Çакă пĕтĕмпех район экономикине тĕреклетме пулăшĕ.

А.МИХАЙЛОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2016 çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Кăçал тата çывăх çулсенче туса ирттермелли пĕлтерĕшлĕ ĕçсене палăртнă май строительсем умĕнче тăракан тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Çĕршывра та, пирĕн республикăра та çурт-йĕр ыйтăвне татса пама тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ.
Пирĕн районта та çак программа туллин пурнăçланнă. Халĕ Энĕшпуçĕнче культура çуртне хăпартас ĕç малалла пырать.
Республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене те вăхăтра пăхса тăмалла. Çакна пурнăçлама Вăрмар районне 38 миллион та 816 пин тенкĕ уйăрнă, республикипе илсен - 5103,2 млн тенкĕ. Малашлăх пур, анчах хамăр енчен те тăрăшулăх кирлĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика