08 апреля 2017 г.
Акă ялтан автобуспа таврăнатăп, Вăрмар поселокне кĕрсе пыратăп. Ăçта мĕн вырнаçнине, мĕн ĕçленине сăнама хăнăхнăран пулĕ Вăрмара кĕнĕ чух сылтăм енче малтан сĕтел-пукан фабрики пулнă территорийĕнче пысăк кран ĕçленине асăрхарăм. Каярах уйрăм çын предпринимательсен Павловсен ĕçлĕ территорийĕнче çĕнĕ цех хута кайнине пĕлтĕм, тÿрремĕнех унта çул тытрăм.
Иртнĕ çул Павловсен туслă та ĕçчен çемйи производство аталанăвне мĕнле пуçарса янине, вĕсем хура тата çутă тимĕртен касса хуçалăхра кирлĕ таварсем хатĕрлесе кăларнине çырнăччĕ. Вулакана аса илмешкĕн: 2013 çулта Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикин территори çумĕнчи 50 сотăй чухлĕ çĕр лаптăкне аренда шучĕпе илеççĕ, унти вырăна ĕç процесĕ валли пĕтĕмпех хатĕрлесе çитереççĕ.
Паянхи кун предприятинче ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Акă хатĕр изделисен картишĕнче тем те курма пулать. Хура тимĕртен ăсталанă 7 тĕрлĕ мунча кăмаки, какай ăшаламалли мангалсем, ялхуçалăхĕнче усă курмалли пысăк кăмака çинче хуран лартса пĕçермелли /кунта ăна хăйсем "печка-прачка" теççĕ/, тĕрлĕ калăпăшлă теплицăсем, пахчара суха ĕçĕсене тумалли хатĕрсем, тĕрлĕ виçеллĕ хура тата çутă тимĕртен ăсталанă пичкесем тата ытти те. Йăлтах кунта туса хатĕрлеççĕ. Уйрăм саккаспа та ĕçлеççĕ. Пурĕ ку енĕпе предприятинче 8 çын тăрăшса вăй хурать. А.Краснов, А.Арсентьев, А.Филиппов сварщиксем хăйсене шанса панă тивĕçне пысăк пахалăхпа тата вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Хура металсене кирлĕ калăпăшпа ятарлă станок çинче Андрей тата Эдуард Павловсем /вĕсен маттур ывăлĕсем/ касса хатĕрлеççĕ. Палăртас пулать, асăннă ĕç автоматизаци мелĕпе пулса пырать, урăхла каласан, малтан компьютер çинче программине палăртаççĕ, унтан плазмăпа касакан станок çинче хăйсене кирлĕ пек эрешлесе фигурăсем касса хатĕрлеççĕ. Çакă ĕç хăвăртлăхне ÿстерме тата тавара чылай пахалăхлăрах тума май парать. Ахальтен мар пулĕ кунта кăларакан паха продукцие Чăваш Республикин тулашĕнчи регионсенчен те кăмăлласах туянаççĕ. Пирĕн ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнчех Тутар Республикинчен хатĕр продукцие курттăм майпа туянакансем килсе те çитрĕç. Пĕрин хыççăн тепри. Туянас текен татăлмасть кунта. Хальхи вăхăтра вара çакă уйрăмах та паха. Çавна пулах ĕнтĕ вĕсем хăйсен производство калăпăшне анлăлатас тĕллевпе территоринчех çĕнĕ цех уçма палăртнă. Паянхи кун цехăн кăшкарне туса лартнă, кĕçех сендвич-панельтен стенисене хăпартĕç. Ăшă цех тăвасшăн вĕсем. Нумай пулмасть туяннă лазерпа касакан станока çĕнĕ цеха вырнаçтарĕç, унпа унта усă курĕç. Вăл та автоматизациленĕ майпа ĕçлесе пыракан оборудовани. Ĕç хăвăртлăхне, унăн пахалăхне ÿстерет, ĕçе çăмăллатма май парать.
Çĕнĕлле ĕçлеме ăнтăлаççĕ Павловсем. Куна ырламалла кăна. Паянхи куна республикăра та сайра усă куракан оборудованипе ĕçлеме пултараççĕ. Çакна вĕсем хăйсен вăйĕпе туяннă. Çакă вĕсене производство калăпăшне ÿстернисĕр пуçне ытти чаплă производительсемпе конкурентлă пулма пултарни пĕр иккĕленмесĕрех паллă. Вĕсен пуçланă ырă ĕçĕ малалла та ăнса пытăр.
Источник: "Урмарская районная газета"