05 апреля 2017 г.
Районти Культурăпа кану çуртĕнче районти "Çулталăк вĕрентекенĕ - 2017" тата "Çулталăк воспитателĕ - 2017" конкурссен çĕнтерÿçисене чысламалли савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Кăçал професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче 24 çын хутшăннă:15 вĕрентекен, 9 воспитатель.
Конкурссене пултаруллă педагогсене тупса палăртас, эффективлă педагогика опытне малалла сарас, вĕрентекенпе воспитатель профессийĕсен сумне çĕклес тĕллевпе ирттереççĕ. Професси конкурсĕсене пур педагогсем те хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем педагогсен пултарулăх потенциалне хаклама, вĕренекенсене воспитани парас, вĕрентес енĕпе професси ăсталăхне ÿстерме пулăшаççĕ.
Савăнăçлă мероприятие Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ. Михаил Анатольевич районти вĕрентÿ ĕçченĕсене кулленхи тăрăшуллă ĕçĕшĕн, професси ăслăлăхĕпе тĕрĕслĕхĕшĕн, ĕçе парăннăшăн тав турĕ.
"Сирĕн педагогика пултарулăхне кура Вăрмар районĕн интеллектуаллă потенциалĕ йĕркеленсе, ÿссе пырать. Малашне сирĕн вĕренекенсемпе воспитанниксем эсир çав тери пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçласа пынине патшалăхăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулса çирĕплетсе паччăр. Конкурсантсем хăйсен ĕçне çав тери ăнăçлă хатĕрлерĕç, педагог ятне çÿллĕ шая çĕклерĕç. Паян вĕсен пултарулăхне чысламалли уяв!", - терĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов.
Çавăн пекех вĕрентекенсем умĕнче тав сăмахĕсемпе район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов та тухса калаçрĕ.
Конкурса хутшăнакансем умĕнче çăмăл мар задача тăнă. Вĕсен вĕрентÿ процесне çĕнĕлĕх кĕртнине, вĕрентÿ процесĕнче малта пыракан технологисемпе активлă усă курнине, шкул йăли-йĕркисене тирпейлĕн упранине кăтартмалла пулнă.
Конкурса хутшăнакансем ирттернĕ уроксемпе занятисем темăсене анлă та тарăн çутатнипе уйрăлса тăнă. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулнине пурне те çирĕплетсе панă.
Конкурс финалисчĕсем тĕрлĕ номинацисенче палăрнă, вĕсене дипломсемпе чысланă, çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов ячĕпе асăнмалăх парнесем панă.
Çапла "Çулталăк воспитателĕ - 2017" ята поселокри "Зоренька" ача садĕнчи Елена Владимировна Аверьянова тивĕçрĕ. "Çулталăк вĕрентекенĕ - 2017" ята Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Елена Владмировна Егорова илчĕ.
Конкурссен районти тапхăрĕсем иртсе кайрĕç, халĕ педагогсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.