АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнçырма шкулĕн вĕрентекенĕ палăрнă

05 апреля 2017 г.

Мăнçырма шкулĕн вĕрентекенĕ палăрнă

Мăнçырмари вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине, православи  культурине вĕрентекен Татьяна Александровна Степанова "Серафимовский учитель" конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Мартăн 30-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Дивеевăри монастырьте "Серафимовский учитель" конкурсăн çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене чысланă. Конкурса 37 регионти вырăс чĕлхипе литературине, православи культурин никĕсĕсене тата ытти предметсене вĕрентекенсем хутшăннă. Наградăсене тивĕçнисем хушшинче Чăваш Енри вĕрентекенсем те пулнă. Вĕсем хушшинче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине, православи культурине вĕрентекен Татьяна Александровна Степанова та пулнă. Вăл "Серафимовский учитель 2016-2017" педагогика конкурсĕн çĕнтерÿçин дипломне тата укçан хавхалантару премине тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене чысланă çĕре РФ Президенчĕн Атăлçи Федераллă округри полномочиллĕ Представителĕн пулăшуçи А.Симонов та хутшăннă. Мероприятие хутшăнакансем умĕнче сăмах каланă май вăл "Серафимовский учитель" проект 10 çул ытла активлă, чунтан тăрăшса ĕçлекен педагогсене пĕрлештерни пирки палăртнă.
"Серафимовский учитель" конкурс Чулхула облаçĕнче Патриарх Кирилл пехилленипе 2005 çултанпа иртет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ ачасемпе çамрăксенче ăс-хакăлпа патриотизмла туйăмсене вĕрентмелли методикăсене тупса палăртасси. 2016-2017 вĕренÿ çулĕнче педагогика тата социаллă сферăри 370 вĕрентекен хутшăннă.
Т.Степанова Мăнçырмари вăтам шкулта 41 çул ĕçлет. Конкурса тăратма вăл ятралă ĕç çырса хатĕрленĕ, кирлĕ çĕре ярса панă. Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнăшăн чăннипех те савăнать вăл. Апла пулсан унăн ĕçне кирлĕ пек хакланă, малашне те çамрăксене ăс-хакăлпа патриотизмла воспитани парас ĕçре усă курĕç. Дивеевăри монастырьтен вăл çав тери çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа хавхаланса таврăнчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика