АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм хĕл хыççăн

05 апреля 2017 г.

Вĕлле хĕвелпе ăшăнсанах хурт çемйи чĕрĕ çутçанталăкăн сĕртĕнĕвне туйса илет. Çуркуннехи пĕрремĕш вĕçев тасалмалли, вырăнпа паллашмалли. Вĕçнĕ вăхăтра хуртсем пыршăлăхне тасатаççĕ, вăл апат юлашкипе /каяшпа/ тулнă. Малтанхи вĕçев нумая пымасть пулсан та - вăл хуртсен организмне çĕнетет. Тасалнă хыççăн пыл хурчĕсем йăвара активлă ĕçлеççĕ, амана тимлĕрех те ачашрах пăхма пуçлаççĕ, вăйпах апат çитереççĕ. Пушаннă ячейкăсене çăвăр сапма пĕр çÿп хăвармасăр, йăлтăртатакан пуличчен тасатаççĕ. Ама çумĕнче ăна пăхакан хуртсен ушкăнĕ /свита/ явкаланать, çăвăр сапмалли тапхăр пуçланать. Çурасем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе пыл хурчĕсем сĕтне - шурă тĕслĕ шĕвеке - ытларах кăларма пуçлаççĕ, ячейкăсене хураççĕ. Личинкăн пĕр çеккунт та выçă пурăнма юрамасть. Пыл хурчĕсем вăйлăрах ĕçлеме пуçлаççĕ, апат нумайрах çиеççĕ, кирек мĕнле çанталăк пулсан та йăвара температурăна 35 градусран чакармаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хурт çемйисене çурхи кун апат пама хĕрхенсе тăмалла мар. Сахăртан хатĕрленĕ сироп çитерме иртерех-ха. Ĕлĕкрен каланă йăмра кăчкă кăлармасăр сироп шывĕ çитерни хуртсен вăйне пĕтерет тесе. Вĕсене пылран хатĕрленĕ чуста /канди/ панин усси пысăк. Çак чустана пыршăлăх чирĕнчен эмел, пыльца /чечек тусанĕ/ хушса хатĕрлеççĕ. Кун хыççăн хуртсем нозематоз чирĕпе чирлемеççĕ, вăйланса юлаççĕ те ытларах ĕçлеме, амана пăхма пуçлаççĕ. Çемье хĕл каçнă ватă хуртсем вырăнне çамрăк хуртсем нумайрах çитĕнтерме пуçлать. Ку вăхăтра йăвара 15 килограмран кая мар пыл /апачĕ/ пулмалла. Çуркунне çемье ÿсесси апат хисепĕнчен килет. Çулталăкра çиекен апатăн çурри - çуркунне личинкăсем ÿстернĕ вăхăтра пĕтет. Выçăллă-тутăллă пурăнакан çемье пыл пухмалли тапхăр тĕлне вăйланса çитеймест, çителĕклĕ пыл-карас, прополис туса илеймест. Эсир тимлĕ пулни, çутçанталăк çав тери лайăх тăни пыл хурчĕсен çемйинче палăрать. Вĕсен пурнăçне, тыткаларăшне лайăх пĕлсен кăна ăста утарçă пулма пулать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.КУДРЯШОВА, хурт-хaмaр енeпе ecлекен предприниматель-консультант.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика