05 апреля 2017 г.
Районти çĕр ĕçченĕсем хальхи вăхăтра çур акине тухма ялхуçалăх техникисене хатĕрлеççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха "Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче графикпе килĕшÿллĕн техника юсавлăхне тĕрĕслерĕç. Тĕрĕслеве район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов та хутшăнса ялхуçалăх техникисене çур акине мĕнле хатĕрленипе кăсăкланнă.
"Иванов В.А." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çур акине хутшăнакан юсавлă тракторсене пĕр рете лартса тухнă. Хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов каланă тăрăх пĕтĕмĕшле регистрациленĕ техника 15, ытларах вĕсем энергипе вăйлă ĕçлекен техникăпа усă кураççĕ.
Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе ĕçлекен патшалăхăн аслă инспекторĕ В.Николаев ытларах тракторсен çутă çутаслăхне, сигнализаци тата чарăнаслăхĕпе руль механизмĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Унсăр пуçне двигатель номерĕсем техпаспорт çинчипе пĕр килнине те пăхмасăр хăвармарĕ. Хуçалăхра техосмотра 11 техника тăратнă пулсан пурте паян тесен паян çур акине тухма хатĕррине палăртрĕç.
"Техосмотр вăл - çур акине тухас умĕнхи экзамен. Кунта пĕчĕк кăлтăксем пулмалла мар. Çур аки техника юсавлă пулнине юратать. Çавăнпа та вĕсен хуçин техника юсавлăхĕ пирки маларахах шухăшламалла. Кашни агрегат çур акинче эффективлă ĕçлесси тата мĕн чухлĕ тухăç илесси чи малтан юсавлăхран килет", - терĕ райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов механизаторсемпе хуçалăх пуçлăхне çур акинче ăнăçлăх сунса.
Тĕрĕслÿ комиссийĕ хуçалăхра çур акине ăнăçлă хатĕрленнине палăртрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н. ШИШКИНА.