АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна çÿçентерекен аса илÿ çăмхи

01 апреля 2017 г.

"Ват çын - тăватă çын", - тет пĕр ваттисен сăмахĕ. Енчен те пĕр-пĕр сĕнÿ е пулăшу сăмахĕ кирлĕ пулсан эпир пурте асанне патне чупатпăр. Вăл пире кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр.

Пирĕн асанне Надежда Григорьевна Ларионова ялти чи сумлă çынсенчен пĕри. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл шуррипе хурине сахал мар курнă.
1932 çулхи апрель уйăхĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Григорьевсен çемйинче 6-мĕш ача çуралать. Ăна "Шанăçпи" тесе ят хураççĕ. Çемьере вĕсем пурĕ çиччĕн ÿсеççĕ. Асаннен шăпи çăмăл килмен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ÿсет хĕр ача. Çулла колхозра пахча-çимĕç пăхса ÿстерекен бригадăра тăрăшать вăл.
- Ара шывĕ патне пахча-çимĕç шăварма çÿреттĕмĕр. Пысăк витресемпе йăтаттăмăр пĕчĕкскерсем, - каласа парать асанне. - Кĕркунне тырă вырма çÿреттĕмĕр", - тесе калавне малалла тăсать тăван çыннăм.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кашни килтенех пĕр çын та пулин кайнă. Асанне те Ксенофонт пиччĕшне аса илсе куççульне пытармасăр чăтаймасть.
- 1942 çулта юлашки виç кĕтеслĕ çыру илтĕмĕр. Çапăçăва кĕретпĕр тесе çырнăччĕ вăл. Çавăнтанпа унран текех çыру илме пăрахрăмăр. Сас хурасăр çухалнисем хушшине кĕртрĕç пиччене, - аса илсе куççульне шăлать кашни çул Çĕнтерÿ кунĕ çывхарнă май. - Анне те çав хыпара илтнĕ хыççăн кашни кун макăратчĕ, çавăнпа та тăванăм вăрçăран çырнă çырусене çунтарса яма лекрĕ, - тесе хурланать вăл.
Çапах та вăрçă пĕтнĕ, пурнăç малаллах тăсăлнă. 1948 çулта ялти çичĕ класлă шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен виçĕ хĕр-юлташ /Клавье, Галина, Надежда/ Канашри медицина училищине çул тытаççĕ.
- Экзаменсене виçсĕмĕр те "5" паллăпа тытрăмăр. Кайран училище тăрăх курса çÿреме шутларăмăр. Çын шăммисене-скелетсене куртăмăр та хăраса ÿкрĕмĕр. Тÿрех документсене илме канцелярине кайрăмăр.
- Парса ямастпăр, кайран, вăхăт иртсен хăнăхатăр теççĕ, - пире комисси членĕсем. Каçчен хамăр документсене ыйтса лартăмăр. Вара тин парса ячĕç пирĕн хутсене каялла, - кула-кула каласа парать халĕ пире асанне.
Килте кĕрĕк арки йăваласа ларма юратман хĕр Канашран таврăнсан тÿрех Вăрмарти чăх-чĕп комбинатне чăх çăлма каять. Каярахпа çавăнтах табельщицăна куçараççĕ ăна. Унта çулталăк ĕçленĕ хыççăн вăл Хусанти чăх сортлакан комбинатра чăх çăлакан пулса вăй хурать.
1951 çулта Надежда Манифа юлташĕпе Канашран договор çырса Мускава стройкăна ĕçлеме çул тытать. Унта çамрăксем икĕ çул ырми-канми тăрăшаççĕ.
Аякри çĕрте темле лайăх пулсан та тăван çĕре, тăван киле чун туртатех. Манăн асаннен чунĕ те тăван ене, çуралса ÿснĕ Вăрмара туртăннă. Çавăнпа та вăл 1953 çулта Вăрмарти чăх-чĕп комбинатне ĕçлеме таврăнать.
- Ун чухне шутпа шутлама пĕлнĕ те, çавăнпа-и, тен, малтан Мускава кайиччен, çавăнтах ĕçленипе тÿрех приемщицăна лартрĕç. Унта пилĕк çул ĕçлерĕм, - малалла тăсать хăй шухăшне.
1958-64 çулсенче вăл кайăк-кĕшĕк ашне тирпейлекен çĕрте заведующи пулса тăрăшать.
"Ĕçре кирлĕ япаласене туянма ăçта кăна çитмен-ши; Шупашкарта вăл вăхăтра кашни урама пĕлсе тăнă. Халь вăл хула илемленсе кайнă, палласа илеес те çук, улшăннă, - калаçăва тăсать асанне. Пур çĕрте те тăрăшса ĕçленĕ вăл. 1979-1987-мĕш çулсенче ăна механика заводĕнче склад заведующинче ĕçлеме тÿр килет. Унтанах вăл тивĕçлĕ канăва кайнă. Ĕçчен те типтерлĕ çын вăл яланах шутра. Манăн асанне те çавăн пекех. Хĕр чухне вара вăл ялти чи шутлă хĕрсенчен пĕри пулнă: ал-ури çыпăçуллă, ÿт-пĕвĕпе илемлĕ, илĕртÿллĕ. Мĕнле каччă çавăн пек хĕре хăй енне çавăрас кăмăлпа пулмĕ; Вĕсен шутĕнче асатте те, Виталий Илларионович Ларионов, пулнă. Чипер хĕр çине вăл куç хывнă та 1960 çулта икĕ çамрăк çын çулĕ мăшăрлану керменĕ еннелле выртать. Асаттепе асанне пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, ăс-тăн панă. Шел пулин те, асаттен пурнăç çулĕ 1988 çулта татăлать. Йывăр пулнă Надежда Григорьевнăна, анчах та темле пулсан та пурнăç урапи малаллах кусать.
Асанне ахаль ларма юратмасть. Çулла вăл пахчаçимĕç ÿстерет, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп пăхать, ачисене, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене çăм арласа алсиш-нуски çыхса савăнтарать, тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Эпир пирĕн çемьере çавăн пек хастар та маттур çын пурришĕн чунтан хĕпĕртетпĕр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика