01 апреля 2017 г.
Кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов ертсе пынипе национальноç ĕçĕсен тата Вăрмар районĕнчи религи пĕрлешĕвĕсен канашĕсен ларăвĕ иртнĕ.
Чи малтанах райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов çÿлерех палăртнă канашсен иртнĕ çулхи ĕçĕсемпе паллаштарнă. Николай Анатольевич çак Канаш иртнĕ çул комиссин 5 ларăвне ирттерни çинчен, унта мĕнлерех ыйтусене пăхса тухни пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех канаш членĕсем республикăра иртекен мероприятисене активлă хутшăнни çинчен, экстремизма хирĕçле литературăсене халăх хушшинче сарассинчен асăрханса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерни пирки те пĕлме кăмăллă пулнă.
Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Т.Макарова "Работа с молодежью по формированию гражданского патриотизма и межнационального согласия" темăпа тухса калаçнă. Ăна сÿтсе явса тухса калаçакансем районти шкулсенче ку темăпа нумай ĕçсем туса ирттерни пирки пĕлтернĕ. Унта ачасемпе вĕрентекенсем хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартнă.
Нацисемпе конфессисен хутшăнăвĕсем пирки анкета мелĕпе ыйтăмсем ирттернин итогĕпе канаш секретарĕ - районти тĕп библиотекăн методикăпа библиографи пайĕн заведующийĕ Т.Федорова паллаштарнă. Ыйтăма районта пурăнакан 202 çын хутшăнса 40 ыйту çине хуравланă. Ыйтусем ытларах тăван чĕлхе тата хамăр халăхăн культури çинчен, наци тум-тирĕпе хатĕрĕсем тата ытти енĕпе те пулнă.
Ларура тĕрлĕ ыйтусене пĕтĕмлетсе кирлĕ йышăнусем тунă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ФЕДОРОВА.