01 апреля 2017 г.
"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне кăçал пĕтĕмпе 1 млн та 860 пин тенкĕ пуçтарăннă.
"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне кăçал пурĕ 1 млн та 860 пин тенкĕ пуçтарăннă, кунсерен укçа-тенкĕ кĕрсех пырать. Чи хастар укçа пухакан муниципалитетсем те пур. Вĕсем - Вăрнарсем, Патăрьелсем тата Елчĕксем. Çак районсем ыттисемпе танлаштарсан пухмача активлă укçа-тенкĕ пуçтарса пыни куçкĕретех. Вăрмар районĕ те çулсеренех ыркăмăллăх марафонне хутшăнать. Кунтан-кун Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакансем пухмача пуянлатса пыраççĕ, паянхи куна çакă 147793,42 тенкĕпе танлашать.
Аса илтеретпĕр, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев марафонăн йĕркелÿ комитетне ертсе пынă.
Пĕлтĕр 2016 çулта марафонра пурĕ 1600 предприятисемпе организацисем тата ыттисем те хутшăнма кăмăл тунă, пурĕ 8 млн тенкĕ пуçтарнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăра пурăнакансем марафона активлă хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ, патшалăх тата муниципалитетра ĕçлекенсем хăйсен шалу укçийĕн пĕр пайне марафона куçарса пама хăйсен ирĕкĕпе кăмăл тунă. Палăртса хăваратпăр, марафона Чăваш Республикинче кăçалхипе 21-мĕш хут ирттереççĕ. Юлашки тăватă çул хушшинче 33 млн пухăннă укçана тăлăхсене, йышлă, сусăр ачаллă çемьесене, ача çурчĕсене, чирлисене сиплеме, пултаруллисене малалла аталанма тăкакланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР Пуcлaхeн Администрацийeн пресс-служби.