АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупци тымарне кăклар

01 апреля 2017 г.

Иртнĕ кунсенче ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă темăсене хаçатсенче мĕнлерех çутатмалли пирки республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе семинар-канашлу ирттернĕ. Семинар-канашлăвăн тĕп тĕллевĕ - республикăра, районсенче тухса тăракан хаçатсенче граждансене коррупци сĕмĕллĕ преступленисем тăвасран асăрхаттарасси, вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси.

Коррупци темипе çыхăннă материалсене РФ законодательствине тĕрĕс пăхăнса çырмалли пирки РФ Следстви управленийĕн Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕн пуçлăхĕн аслă пулăшуçи О.Дмитриев тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă темăсене пичетре çутатнă чухне пĕрре те йăнăшма юрамасть, çак темăпа материалсене çиелтен кăна çырмалла мар, ăна çутатнă чухне уголовлă ĕçе судра пăхса тухса тивĕçлĕ решени йышăннă хыççăн кăна унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе усă курмалла. "Енчен те сирĕн тĕрĕс информаци çук пулсан /ку е вăл ĕç пулса иртнĕ пирки патшалăх тата муниципаллă структурăсен официаллă сайчĕсенче пичетлеççĕ/ хăвăр енчен нимĕн те çĕнни шухăшласа кăлармалла мар", - терĕ О.Дмитриев. "Унсăр пуçне материал çырнă чухне информацие ăçтан илни çинчен палăртмалла", - терĕ вăл. О.Дмитриев çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă материалсем хатĕрленĕ чухне сăмахсене тĕрĕсрех йĕркелесе çырмаллине каларĕ.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин информаципе обществăлла çыхăнăвĕн пайĕн начальникĕ О.Ашнин коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртассипе шалти ĕçсен пайĕ мĕнлерех ĕçлесе пыни пирки пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, юлашки вăхăтра час-часах официаллă мар çăлкуçсенчен тĕрĕс мар информаци пичетленет, çавăнпа та малашлăхра вара асăннă фактсем тÿрре тухмаççĕ. Çын пирки элеклесе çырни суд тенкелĕ патне илсе çитерме пултарать. О.Ашнин журналистсене вырăнти халăха ăнлантарма ытларах профилактикăлла материалсем йĕркелемеллине, ку е вăл информацине тĕплĕн анализ тумаллине каларĕ.

Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçи А.Петров коррупцие хирĕç кĕрешессипе социаллă рекламăсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулни çинче чарăнса тăчĕ. Асăннă темăна çутатассипе гражданла общество тата массăллă информаци хатĕрĕсем мĕнлерех çыхăнса ĕçлени пирки ЧР Общество палатин граждан прависене хÿтĕлесси тата обществăлла контроль комиссийĕн председателĕн заместителĕ К.Лукин пĕлтерчĕ. "Хыпар" хаçатăн пай редакторĕ Н.Коновалов коррупцие хирĕç кĕрешессипе çыхăннă материалсене мĕнлерех хатĕрлемелли пирки журналистсене сĕнÿсем пачĕ. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Ю.Стройкова семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетрĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика