01 апреля 2017 г.
"Аванпром" тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Паянхи кун районта ĕçлекен чи ăнăçлă предприятисенчен пĕри ку. Ĕç производстви кунта пĕр чарăнмасăр пырать. Цехсенче кашнин хăйĕн ĕçĕ. Пĕтĕмĕшле предприятире тĕрлĕ калăпăшлă тата тĕрлĕ вăрăмăшлă шăвармалли шлангсем, расширительнăй пичкесемпе гидроаккумуляторсем, урнăсем, мангалсем туса кăлараççĕ. Хатĕр продукци Раççейĕпех саланать. Екатеринбург, Санкт-Петербург, Пермь, Хусан, Чулхула, Мускав тата ытти хуласенче Вăрмар çĕрĕ çинче туса кăларнă продукципе усă курса савăнаççĕ. "Аванпром" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Сергей Николаевич Павлов. Вăл Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кулленхи ĕçе вара унăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Александр Семенович Егоров йĕркелесе тăрать. Пĕтĕмĕшле цехсенчи ĕç производствишĕн яваплă вăл, производство цехĕсен начальникĕ. Кунта ĕçлекен рабочисен ĕç вырăнĕсем ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене тивĕçтерччĕр тесе чăннипех те тăрăшать. Ĕçленĕ май тупăнса пыракан сăкăлтăксене çийĕнчех пĕтерсе çынсен ĕç условийĕсене лайăхлатса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрать Александр Семенович. "Аванпром" предприятин директорĕпе канашласа кирек епле çитменлĕхе те пĕтермеллине е çĕнĕлĕх кĕртмеллине, çĕнĕ оборудовани туянмаллине тÿрех ăша хывса пурнăçлама пулăшать Сергей Николаевич Павлов. Чăннипех те цехсенче çутă, таса, рабочисем пурте ĕç тумĕпе. Паянхи кун предприятире 25 çын ĕçлет. Районти тĕрлĕ ялсенчи арçынсемпе хĕрарăмсене самай укçа ĕçлесе илме май парать кунти производство. Ĕç укçине ĕçленĕ тăрăх тÿлесе пыраççĕ. Çывăх вăхăтра предприятире насуссен производствине те пуçарса ярасшăн. Çапла тата тепĕр 20 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май пулĕ.
Акă хатĕр продукцине пуçтарса чĕркемелли цехра Алена Егорова, Алексей Павлов, Сергей Григорьев, Сергей Филиппов, Алевтина Дмитриева, Нина Ильина пушă курупкасене гидроаккумуляторсем хурса тиесе ăсатма хатĕрлеççĕ.
Юнашар уйрăмра тимĕртен тунă баксене çакса хурса пульверизатортан сапса сăрласа пыраççĕ. Кунта Николай Иванов тăрăшать.
Гидроаккумуляторсемпе расширительнăй пичкесем тăвакан цехра Андрей Геннадьевич Павлов ĕçлет. Вăл ĕç станокĕсем пĕр кăлтăксăр ĕçлеччĕр тесе вĕсене тĕрĕслесе тăрать, чарăнмасăр ĕçлеттерес тĕллевпе тăрăшать.
"Аванпром" предприятин продукцине кунта килсе йÿнĕрех хакпа туянма пулать.
"Аванпром" тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ кал-кал пулса пытăр, тĕллевĕсем пурнăçланса пыччăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.