29 марта 2017 г.
Пысăк Енккассинчи Культура çурчĕпе Красноармейски районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем нумай çул туслă çыхăну тытса тăраççĕ. Маларахри çулсенче Пысăк Енккассисем халăх театрне, фольклор ушкăнне йышăннăччĕ. Ку хутĕнче хăнара ветерансен халăх хорĕ хăйĕн сцена çинчи пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Трак тăрăхĕн маттур юрăçисемпе ташă ăстисене тăван Чăваш Енре кăна мар, ытти тăрăхра та лайăх пĕлеççĕ, ăшшăн алă çупса йышăнаççĕ. Ушкăна чылай çул ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.П.Алексеев ăнăçлă ертсе пырать. Купăсçăсен ушкăнĕнче Георгий Тусли ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Чăвашра ăна паллă çыравçă пулнипе те пĕлеççĕ. Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Красноармейски салинче тĕпленнĕ Геннадий Сергеев хăйĕн кулăшла миниатюрисемпе куракана самаях савăнтарчĕ. Пысăкенккассисем илемлĕ юрă-ташă ăстисене ырă кану каçĕ туса панăшăн ура çине тăрсах тав турĕç. Çитес вăхăтра кунти куракан Тракъен халăх театрĕ хăйĕн çĕнĕ спектаклĕпе паллаштарĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Гаврилов, Культура cурчeн ертycи.