29 марта 2017 г.
«2017 çул çынсене ишĕлекен çурт-йĕр фондĕнчен урăх вырăна пурăнма куçармалли программăпа тата тимлĕрех ĕçлеме хистет. 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне программăна тулли калăпăшпа пурнăçламалла», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче. Пирĕн районта район администрацийĕ, «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» АХО çине тăрса ĕçленипе çак программа ăнăçлă пурнăçланнă, вĕçленнĕ. Районти пĕтĕмĕшле авариллĕ 35 çуртра 146 çемье /404 çын/ пурăннă. Авариллĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă çурт-йĕртен граждансене пурне те хăтлă хваттерсене куçарнă.
Вĕсен шутĕнче поселокри Крупская урамри 42-мĕш çуртра пурăнакан Галина Ивановна Никонорова та ?ÿкерчĕк çинче/. Галина Ивановна пĕр пÿлĕмлĕ çĕнĕ хваттерте мăшăрĕпе Николай Федоровичпа пĕрле пурăнать. Кăçалхи июнь уйăхĕнче çĕнĕ хваттере пурăнма куçни шăпах 3 çул çитет. Хваттер уççине алла илсен тÿрех çĕнĕ çĕре пурăнма куçнă вĕсем. Галина Ивановна часрах хваттере хăй аллипе мĕн çĕклесе килме пултарнине куçарма пуçланă. Тепĕр кунне ырă кăмăллă кÿршĕ автомашинăпа ытти япалисене куçарма пулăшнă вĕсене. Виçĕ çул каялла вĕсем Некрасов урамĕнчи кивелнĕ çуртра пурăннă пулнă. Кунти пурăнмалли условисене паллах хваттертипе танлаштараймăн. Паянхи кун та хăйĕн савăнăçне пытараймасть Галина Ивановна. «Пире, пенсионерсене, пурăнма юрăхсăра тухнă авариллĕ çурт-йĕртен çĕнĕ хваттере куçма май туса панăшăн чи малтанах Раççей Президентне В.Путина, ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева, Вăрмар районĕн яваплă çыннисене чун-чĕререн тав тăватăп. Паянхи кун хăтлă хваттерте пурăннăшăн чăннипех те савăнатăп», - тет Г.Никонорова пенсионерка.
Галина Ивановна хăй Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хăйĕн пурнăçне вара йăлтах Вăрмар районĕпе çыхăнтарнă. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Сăмах май каласа хăварни те вырăнлă: Галина Ивановна шăпах ЧР Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьевпа пĕр тăрăхран. Михаил Васильевич Вăрмар районне килсен кинемей унпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ пирки сăмах та тапратнă иккен, ЧР Пуçлăхĕпе иккĕшĕн хушшинче калаçу та йĕркеленнĕ ун чухне...
Çĕнĕ хваттере те вăл хăйĕн аллипе хăтлăх кĕртнĕ. Ахаль ларма юратмасть вăл: кил-çурта типтерлĕ тытать, çыхать, тĕрлĕ ÿсентăран калчисене çитĕнтерет, çулла пахчара ĕçлеме кăмăллать. Хăй пурăнакан çуртри картлашкасемпе коридорсене те тасатма ÿркенмест вăл.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.