29 марта 2017 г.
Çĕр çинче пурăннă чухне Турăн ятне мухтава кăларни, çывăх çынсене усă кÿрсе пурăнни, Турра юрăхлă пурăнса Çÿлти Патшалăха кĕме тивĕçлĕ пулни çыншăн пурнăçра чи кирли. Лайăх пурăннине нимĕн те çитмест. Ялан Турăпа пĕрле пурăнасчĕ. Вăл çеç пирĕн пурнăç çулне йĕркелесе пырса синкерлĕ кун-çулран хăтăлма пулăшать.
Кашни çын телей патне ăнтăлать, вăл ума çитиччен тавралăха ырăлăх вăрлăхне сапаламалла. Турăн ĕçĕсем пурте хăватлă, Турă пурне те çул кăтартса пырать.
Аса илер-ха, чылай хыçа юлнă çулсенче халăха Турăран сивĕтсе чиркÿсене хупа-хупа лартрĕç. Чун канлĕхне тупас текенсен çулне пÿлчĕç. Асаплă вăхăтсене чăтăмлă тÿссе ирттерсе Турă пулăшнипе çĕнĕрен те çĕнĕ чиркÿсем çĕкленме тытăнса тавралăха асамлă вăй саланчĕ. Чиркÿ еннелле çул уçăлчĕ. Пирĕн районта та Михаил Архистратиг ячĕллĕ православи чиркĕвĕ 1748 çултах уçăлнă пулнă. Пурнăç çулĕ такана çинчи шыв пек чÿхенсе тăнине пула вăл пĕр вăхăт шăплăха куçнăччĕ. 2003 çулта Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче Михаил Архистратиг чиркĕвĕ районти халăх пулăшнипе çĕнĕрен ĕçлеме тытăнчĕ. Чиркÿ çурчĕ пысăках мар пулин те унта халăх йышлă çÿрет. Православи тĕнне ĕненекен халăх тăтăшах çĕнĕ чиркÿ тăвасси пирки сăмах пуçарать. Районти ĕçлĕхлĕ çынсем тăрăшнипе çĕнĕ чиркÿ тăвас ĕç вырăнтан хускалчĕ темелле. Унăн проектне те туса хатĕрленĕ /ÿкерчĕк çинче/. Анчах та питех те пысăк строительство ĕçне пĕччен-иккĕн пурнăçлама май килменнине пурте ăнланаççĕ. Халăхпа пĕрле кăна эпир вăйлă. Раççейре чиркÿсем хăпартасси мĕн авалтанах хисеплĕ те сумлă пулнă. Унта халăхпа пĕрле, нимелле ĕçленĕ. Кашни кирпĕчшĕн, пăташăн тата ыттишĕн те православи тĕнне ĕненекенсем пурлă-çуклă укçи-тенкине хĕрхенмен. Мĕнпе те пулин чиркÿ тунă çĕре хутшăнма тăрăшнă.
Хисеплĕ тăванăмăрсем! Айтăр-ха, эпир те районти Михаил Архистратиг чиркĕвĕ çумĕнче çĕнĕ чиркÿ хăпартас ĕçе активлă хутшăнар! Кам мĕнпе пулăшма пултарнă таран пулăшар.
Чиркÿ тума питех те пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ. Çак ĕçе вĕçне çитерес тесен меценат пулăшăвĕсĕр, спонсорсемсĕр, вак тата вăтам предпринимательлĕхсем хутшăнмасăр, уйрăм çынсен вăйĕсемсĕр май килмест. Чиркÿ хăпартма пулăшакансен ячĕсене чиркÿри асăну кĕнекине кĕртетпĕр. Сăмах май каласан, чиркÿре ĕçлекенсене, чиркÿ тума пулăшакансене чиркÿре ĕмĕрĕпех асăнаççĕ. Леш тĕнчене куçса кайнă тăванăрсен ячĕпе те чиркÿ тунă çĕре хутшăнма пултаратăр. Вĕсен ячĕсем те яланах асрах пулĕç. Вилнисемшĕн чĕррисем тăрăшмасан, кам тăрăштăр-ха?
Çĕнĕ чиркÿ çурчĕ тума пулăшас кăмăллисене валли пирĕн реквизитсем:
ИНН 2114002630, КПП 211401001.
Полное название организации Местная религиозная организация православный Приход храма Архистратига Михаила п. Урмары Урмарского района Чувашской Республики Канашской Епархии Русской Православной Церкви /Московский Патриархат/.
Расчетный счет № 40703810300010000056
Банк Коммерческий банк "Объединенный банк Республики" /общество с ограниченной ответственностью/
БИК 049706749, ИНН 2126003557, КПП 213001001, корр. счет 30101810600000000749
Назначение платежа Пожертвование на строительство церкви.
Сире хисеплесе Вăрмарти Михаил Архистратиг чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир БАЙГУШЕВ, протоиерей.
Источник: "Урмарская районная газета"