АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăха чир-чĕр ан çулăхтăр

29 марта 2017 г.

Ĕç тăвакан влаç органĕсен пуçлăхĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ку хутĕнче выльăх-чĕрлĕхпе, тискер чĕрчунсемпе çыхăннă ыйтусем тĕпре пулнă. Канашлăва И.Моторин премьер-министр ертсе пынă.

Республикăри эпизооти лару-тăрăвĕпе Патшалăх ветеринари службин пуçлăхĕ С.Скворцов паллаштарнă. Çĕпĕр мурĕ, бруцеллез, туберкулез тĕлĕшпе Чăваш Енри лару-тăру йĕркеллĕ. Çапах выльăх чирĕсем енĕпе пăшăрхантараканни çук мар. Калăпăр, республикăра паян ялхуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕпе çыхăннă хăрушлăх пур 14 пункта тасатас е тĕп тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех некробактериоз, пастереллез, псевдомоноз чирĕсене тупса палăртнă пĕрер тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕтĕмпе Чăваш Енре паян çавнашкал 18 пункт шутланать.
Сыснасен Африка мурĕ - уйрăм калаçу. Сергей Иванович палăртнă тăрăх - çак чиртен сиплемелли е сыхланмалли вакцина çук. Пĕлтĕр Пăрачкав районĕнчи ялта пĕр килти хуçалăхра чире тупса палăртнă хыççăн вăл сарăлассине сирме анлă мерăсем йышăнни пирки пĕлетпĕр. Каярахпа хир сыснисем вилнĕ тĕслĕх те пулнă. Çавна май ку енĕпе паян та сыхлăха çухатма юрамасть. Мартăн 23-мĕшĕ тĕлне 1,2 пин ытла мониторинг тĕпчевĕ ирттернĕ. Çав шутра килти 1,1 пин ытла сыснана, 90 хир сыснине тĕрĕсленĕ - мур вирусне тупса палăртман.
Ытти чир çине те алă сулма юрамасть. Çĕпĕр мурĕнчен унпа чирлеме пултаракан мĕнпур выльăха вакцинацилеççĕ. Кăçалхи икĕ уйăхра кăна 27 пин пуçа яхăн выльăха вакцина тунă. Республикăн тĕп ветеринарĕ Европăра кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлни пирки каланă, чир Мускав облаçне те çитнĕ ĕнтĕ. Эппин, килти кайăк-кĕшĕк тĕлĕшпе те сыхлăха çирĕплетмелле. Кайăксем кăнтăртан вĕçсе килнĕ чухнехи тапхăрта çак ĕç пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк - С.Скворцов чăх-чĕпе, хур-кăвакала çак вăхăтра та пулин хупса усрама сĕннĕ. 
Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ А.Коршунов вара тискер чĕрчунсем пирки сăмах пуçарнă. Федерацин чĕрчунсем тата сунар çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çак сферăри чылай полномочие Раççей субъекчĕсене панă. Çавна май чылай ыйтушăн паян вырăнти влаçсем яваплă. Чăваш Енре сунара çÿреме май пур лаптăксем питĕ пысăк: 1,6 миллион гектара яхăн. Çав шутран пĕр пайне, 39 сунар лаптăкне, сунар валли юридици тытăмĕсемпе предпринимательсене çирĕплетсе панă. Вĕсене министерство тĕрĕслесех тăрать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Хыпар» хаcатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика