АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чире маларах тупни кун-çула тăсать

25 марта 2017 г.

Туберкулез - анлă сарăлнă инфекциллĕ чирсенчен пĕри. Вăл ытларах чухне сывлав органĕсене сиенлет. Туберкулез микробĕ /патакки/ чирлĕ çынсен е чĕрчунсен каяшĕнчен, сурчăкĕнчен, сĕтĕнчен тата ыттинчен те сарăлать. Туберкулез патакки ытларах нÿрлĕ вырăнсенче уйăхĕ-уйăхĕпе пурăнма пултарать. Туберкулез ÿпкене кăна мар, шăмă сыпписене, ÿте, пÿрене, куçа тата ытти тĕрлĕ органсене сиен кÿме пултарать. Унпа ытларах начар та йывăр условисенче пурăнакансем, нерв системисем пăсăлнисем, эрех-сăрапа иртĕхекенсем тата пирус туртакансем чирлеççĕ. Сывă çынна лексен пур микроб та чире пуçарса яраймасть. Вăл организм ăна хирĕç мĕнле кĕрешме пултарнинчен тата микробсен хисепĕнчен килет. Çынсем çак чир пуçланнине тăтăшах ÿслĕк ернипе е пирус туртнăран ÿсĕрттерет тесе шухăшлама пултараççĕ, унсăр пуçне шăнса пăсăлнипе тата ватлăх кунпа çыхăнтараççĕ. Çавăнпа та вĕсем медицина пулăшăвĕ илме васкамасăр тĕрĕс мар тăваççĕ. Çак çынсене ÿт температури ÿсни тарăхтарать, тарлаттарать, хăвăрт ывăнтарать, вăй чакарттарать. Пурпĕрех çынсем хăйсене туберкулез лекнĕ тесе шутламаççĕ, больницăна каймаççĕ. Çакă вара чире кая юлса сыватасси умне илсе çитерет. Çын хуть те ăçта ĕçлесен те, е ĕçлемесен те вĕсен çулталăкне пĕрре флюорографи витĕр тухмалла. Кун пек чухне çынăнне туберкулез пуррине чир шала кайиччен тупса палăртма май парать. Флюорографи тухни çынна нимĕн чухлĕ те сиен кÿмест, çавăнпа та ăна сывлăхшăн сиенлĕ тесе шутлани тĕрĕс мар. Кунне 15-25 штук пирус туртакансем флюорографи витĕр тухнинчен ытларах хăйсене сиен кÿреççĕ. Харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшни пурнăçра питех те кирлĕ. Çавăнпа та хăвăра лайăх туятăр пулсан та çулталăкра пĕрре врача тĕрĕслеттерсех тăмалла. Хăвăра тĕрĕслеттермесен эсир ерекен чире ыттисем хушшинче те сарма пултаратăр. Енчен те флюорографи витĕр тухнă хыççăн врачсем сире больницăна чĕнсе хут парсан е камран та пулин каласан килме хăраса тăмалла мар, васкавлă майпа сывату учрежденине çитмелле. Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни çыннăн кун-çулне тăсниех.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.ЗАЙЦЕВ, ЧР эпидемиологипе гигиена центрeнчи эпидемиологи пайeн заведующийe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика