25 марта 2017 г.
Юлашки вăхăтра пирĕн республикăра та ытти субъектсенчи пекех суя укçасемпе усă курнă тĕслĕхсем нумайланма пуçларĕç. Суя укçасемпе ытларах пысăк лавккасенче, автозаправкăсемпе çул хĕрринче ларакан кафесенче усă кураççĕ. Ытларах чухне суя купюрăсене банка илсе килсен кăна палăртаççĕ. Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, суту-илÿ енĕпе ĕçлекенсем суя укçана чăн укçаран уйăрса илме лайăх пĕлмеççĕ, чылай лавккасенче вĕсене уйăракан аппарат та çук.
Акă, тĕслĕхрен, февраль уйăхĕн пĕр кунĕнче пирĕн районти пĕр ялта пурăнакан А. гражданка Россельхозбанкăн Вăрмар районĕнчи уйрăмне перекет кĕнеки çине хума хутлă укçасем /5 пин тенкĕлĕххисем тата 1 пин тенкĕлĕххисем/ илсе пынă. Банк ĕçченĕ укçасене тĕрĕсленĕ вăхăтра пин тенкĕлĕх пĕр купюри суя пулнине палăртнă. Кинемей банка пенси укçине тата çулла пасарта улма-çырла сутнă укçана илсе пынă тесе çирĕплетнĕ, пасарта кам та пулин суя укçа тыттарса хăварнă тесе шухăшлать вăл. Халĕ вырăнти следстви уйрăмĕнче паллă мар çын тĕлĕшĕпе УК 168 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Енчен те А. гражданка çак укçапа япала илме тăнă пулнă пулсан, ăна кама та пулин панă пулсан ун ячĕпе те уголовлă ĕç пуçарнă пулăттăмăр. Çавăнпа та çынсен пысăк купюрăллă укçасемпе питĕ тимлĕ пулмалла. Енчен те сирĕн алăри купюра суя пек туйăнсан тÿрех полици уйрăмне е банка килсе тĕрĕслеттермелли çинчен манса ан кайăр.
Тепĕр хут аса илтеретпĕр, енчен те эсир суя укçа туса хатĕрлесен, ăна суя пулнине пĕлсе тăрса упрасан, пĕрле илсе çÿресен е унпа усă курсан сире УК 186-мĕш статйипе айăплĕç. Ку преступлени йывăр преступленисен шутне кĕрет, унăн пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн сире 8 çул таранччен ирĕксĕр хăварма пултараççĕ, енчен те суя укçа шучĕ нумай пулчĕ пулсан 186-мĕш статьян 2-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн сире 12 çул таранччен, енчен те эсир темиçен пĕр ушкăна пухăнса каварлашса çак преступленине турăр пулсан 15 çуллăха та ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Суя укçана çакăн пек паллăсемпе уйăрма пулать:
- укçана хуçлатсан унăн сăрри хăпăнмалла мар;
- çутă çинче пăхсан укçа çинче шăтарса укçа номиналне çырса хуни пулмалла, çав вăхăтрах шăтарнă шăтăксем пĕр пек пулмалла;
- купюра çинчи номинала çырни тытса пăхсан алла лекмелле /яка пулмалла/ тата ыттисем те.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Краснова, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрaмeн следстви уйрaмeн начальникeн eceсене вaхaтлaха пурнacласа пыраканe.