25 марта 2017 г.
Çулсеренех мартăн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунне уявлаççĕ. Пирĕн районта та сăвă вулама юратакансем уява Арапуçĕнчи культура çуртĕнче чаплă лару-тăрура кĕтсе илчĕç. Район шайĕнче иртекен «Ара юханшывĕ çийĕн» конкурса Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта, Кĕлкеш, Кĕтеснер, Кавал, Чулкас, Арапуç ял тăрăхĕсенчи тĕп шкулсенче вĕренекенсем, вĕсен руководителĕсем хутшăнчĕç. Мероприятие Раççейре - экологи, Чăваш Енре - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене, Вăрмар районне 90 çул çитнине халалларĕç.
Кăçал сăвва илемлĕ те пысăк туйăмпа вулакансен конкурсĕ Чăваш писателĕсен Союзĕн членĕ Т.Дорофеева-Миро йĕркеленипе çÿллĕ шайра иккĕмĕш хутчен, ку хутĕнче район шайĕнче иртрĕ. Капăр тумланнă тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсем хăйсене çак енĕпе вĕрентекенсемпе пĕрле малтанах сăпайлăн залра вырнаçрĕç. Илемлĕ чăваш кĕвви шăраннă май сцена çине çак ялта çуралса ÿснĕ, шкулта истори предметне вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та пур обществăлла ĕçре активлăхĕпе палăракан Н.Петрова тухрĕ, пурне те чаплă уявпа саламларĕ. Поэзи чун уççи пулнине палăртса творчество кунне А.Талвир, Эмине ячĕллĕ Пĕтĕм Чăвашсен премийĕсен лауреатне, общество умĕнче пысăк çитĕнÿ тунăшăн пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Озарение» творчествăллă аталанăвĕн пĕрлешĕвĕн медальне тивĕçнĕ, тĕрлĕ шайри творчество конкурсĕсен çĕнтерÿçине - Татьяна Юрьевна Дорофеевăна халалласа ирттернине пĕлтерчĕ. Конкурсантсене хаклакан хисеплĕ жюри членĕсемпе паллаштарчĕ. Унтан вырăнти «Капельки» ушкăн пухăннисене çуркунне çинчен хаваслă юрă парнелерĕ. М.Кузьмина хăйĕн çепĕç сассипеле «Янăрать вăрман» юрă шăрантарчĕ. Ку вăл поэзи тĕнчине тикĕссĕн кĕме пулăшакан самант пулчĕ тейĕн.
Район конкурсне пурĕ 36 ача хутшăнчĕ. Т.Дорофеева хайланă сăвăсене ачасемпе вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри сцена çинче илемлĕ те пысăк туйăмпа вуларĕç. Çакăнта ачасем хăйсен наставникĕсемпе конкурса çав тери тĕплĕн тата юратса хатĕрленни курăнчĕ. Конкурсра палăртнă тĕллевсене пурте пурнăçлама тăрăшрĕç. Хисеплĕ жюри членĕсем вĕсен пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç. Çапах та чи пултаруллисене палăртма кăмăллă. Вĕсем - Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем - О.Федорова /4 класс/ тата А.Киреева /9 класс/. Вĕсене ку енĕпе Т.Максимова /кĕçĕн классене вĕрентекен/ тата С.Уливанова /вырăс чĕлхипе вĕрентекен/ хăнăхтараççĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен В.Михайлован /8 класс/, Е.Тимофееван /8 класс/ сăвă вулас ăсталăхĕ пысăк. Кунта вĕсене А.Егорова вĕрентекен хăнăхтарать. Кĕтеснертен - И.Сергеева /8 класс/, Кĕлкешрен - А.Сурнаева /8 класс/, Кавалтан - А.Артюкова /5 класс/, Арапуçĕнчен - С.Петрова /2 класс/, М.Лаврентьев /3 класс/, Ж.Викторова /6 класс/, Е.Руссанова /8 класс/ пултарулăхĕпе уйрăмах палăрчĕç. Вĕрентекенсем хушшинче Е.Николаева /Арапуç/ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Конкурс çÿллĕ шайра иртрĕ. Пурте дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Интереслĕ самантсем татах та пулчĕç. Т.Дорофеева сăвăçа блиц-ыйту евĕр умлăн-хыçлăн поэзипе çыхăнтарса ыйтусем пачĕç. Чи пĕлтерĕшли - поэзире чун туртăмĕ вăйлă пулни. Поэзи уншăн пурнăç. Сăвăç ăстин, нумай кĕнеке авторĕн урăхла пулма та пултараймасть ĕнтĕ.
Поэзие халалланă кун пуриншĕн те аван иртрĕ. Сăвă жанрне юратакансем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, вĕсемшĕн кунта пĕлмелли те чылай пулчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле сцена çинче асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.