25 марта 2017 г.
Паян, мартăн 25-мĕшĕнче, культура ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă тăваççĕ. Календарьти çак паллă пулăмпа çыхăннă уяв мероприятийĕсем чи малтанах район шайĕнче Культурăпа кану çуртĕнче, республика шайĕнче Улатăрта иртрĕç. Вăрмарти Культурăпа кану çуртĕнче "2017 çулхи чи лайăх культура ĕçченĕ" мероприяти иртрĕ. Районти культура ĕçченĕсем - культура çурчĕн заведующийĕсем, культорганизаторсем - пурĕ 6 участник тĕрлĕ конкурссенче хăйсен ăсталăхне, пултарулăхне кăтартрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, жюри комиссийĕн председателĕ Н.Павлов культура ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, ĕçре палăрнă культура ĕçченĕсене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Район администрацийĕн культура тата архив пайĕн начальникĕ И.Дмитриева пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, 2017 çулхи район культурин çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. "2017 çул районти культура ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пуçланчĕ. Кĕтеснерти культура çурчĕн заведующийĕ Алексей Гурьевич Скворцов республика шайĕнче "Чи лайăх культура ĕçченĕ" конкурса хутшăнса 70 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Шăплат ял библиотеки 150 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕ. Çак сертификатсене культура ĕçченĕсем Улатăрта иртнĕ культура ĕçченĕсен уявĕнче илчĕç. Эпир, культура ĕçченĕсем, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăрах пулнă, пур, пулатпăр", - терĕ И.Дмитриева.
Пĕрремĕш номерпе Пинерти культура çурчĕн заведующийĕ Наталья Захарова, иккĕмĕш номерпе Кивĕ Вĕренерти культура çурчĕн заведующийĕ Галина Яковлева, виççĕмĕш номерпе Кĕтеснерти культура çурчĕн культорганизаторĕ Ирина Германова, тăваттăмĕш номерпе Чулкасри культура çурчĕн заведующийĕ Андрей Игнатьев, пиллĕкмĕш номерпе Чупайĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Надежда Скворцова, улттăмĕш номерпе Арапуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Марина Кузьмина сцена çине тухрĕç. Чи малтанах вĕсем хăйсемпе паллаштарчĕç. Кашни конкурсант электронлă презентаци те хатĕрленĕ. Культура ĕçченĕсем чăннипех те туслă. Конкурсантсем кирек епле конкурсра та сцена çине пĕччен тухмарĕç. Пĕрле ĕçлекен юлташĕсем вĕсемпе юрă-ташăра та, шÿтлĕ сценкăра та пĕрле пулчĕç. Культура ĕçченĕсем - ĕçтешсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура, килĕштерсе пурăнни сисĕнчĕ. Культура ĕçченĕсен тивĕçĕ - кулленхи ĕçрен йăлăхнă е ывăннă залра ларакан çынсене савăк кăмăл-туйăм парнелесси. Сцена çине умлă- хыçлă тухакан районти культура ĕçченĕсем чăннипех те хăйсен тивĕçне пурнăçлама пултарнине çирĕплетсе пачĕç. Кашни участник жюри членĕсене хăйне майлă тыткăнларĕ. Музыка номерне кăтартассипе, харпăр хăй культура учрежденийĕн ĕçне çутатассипе, чăваш наци апат-çимĕçĕпе сăйлассипе, культура ĕçченĕн ĕç тумне кăтартассипе, вăйăç пулассипе ăмăртрĕç конкурсантсем. Жюри членĕсем: жюри комиссийĕн председателĕ Н.Павлов, И.Дмитриева, Г.Алексеева, В.Андреев, Н.Гаврилов, С.Иванова юлашки конкурс вĕçленнĕ çĕре хăйсем хушшинче çĕнтерÿçĕне палăртрĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне пурне те илтмелле пĕлтерме вĕсем сцена çине хăпарчĕç. Конкурса хутшăнакансене вĕсем 5 тĕрлĕ номинаципе палăртрĕç, çĕнтерÿçĕ ятне вара чи юлашкинчен пĕлтерчĕç. "2017 çулхи чи лайăх культура ĕçченĕ" ята Арапуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Марина Николаевна Кузьмина тивĕçрĕ. Конкурсантсене Хисеп хучĕсем, укçан пачĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.