22 марта 2017 г.
Çĕр çинче çынна ырă тăвакансем пурришĕн хĕпĕртесе эпир "Хĕрлĕ ялав" хаçата вулакансене пĕлтересшĕн.
Кăçал юр питех те нумай çурĕ. Эпир Энĕшпуç ялĕнчи "Лесная" урамра пурăнатпăр, тен, çавăнпа та пулĕ ытларах юр хĕвсе лартать. Ку урамра пенсионерсем чылай пурăнаççĕ. Ытларахăшĕ 80 çултан та иртнĕ, туяпа кăна çÿрекелетпĕр. Анчах та кăçал пирĕншĕн юр çуса, хĕвсе лартни пĕрре те сиен кÿмерĕ, аптратмарĕ. Кашни кун çăмăллăнах урама тухса кĕме, ăçта кирлĕ унта çитсе килме пултартăмăр. Почтальон та хаçат-журналсене вăхăтра салатса парса савăнтарчĕ. Çак ырлăха пире ялти хисеплĕ те сумлă çынсем - ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Анатольевич Иванов йĕркелесе ертсе пынипе Валерий Витальевич Сергеев хĕл кунĕсенче урамсене тăтăшах тасатса парса савăнтарчĕ. Ирхине çынсем ыйхăран вăранса та пĕтеймен пулĕ, унăн тракторĕ кĕрлеттерсе çунă юра тасатса та каять. Эпир вара килти ĕçсене кăштах пуçтаркаласан уçăлса çÿреме тухатпăр. Çуллахи кунсенчи пекех кÿршĕсемпе урамра иртнипе хальхине танлаштарса калаçма юрататпăр, хамăра май политикăпа та интересленетпĕр. Наталья Арсентьева почтальонка хаçат-журнал килсе парсан чи малтан район хаçатне алла тытатпăр. Вăл пирĕншĕн чи кĕтнĕ хаçат. Ăна эпир юратсах çырăнатпăр, çапла пулмасăр, вăл - район тĕкĕрĕ-çке! Чылай чухне вара "Хĕрлĕ ялав" хаçатра хамăр ял çыннисем, ял тăрăхĕнче пулса иртекен ĕçсем пирки çырсан чунтанах хĕпĕртетпĕр, ушкăнпах çав статьяна сÿтсе яватпăр. Пирĕн ял тăрăхĕнче ваттисене хисеплеççĕ, ватăлмалăх кунра канлĕ пурнăçпа пурăнччăр тесе тăрăшаççĕ. Эпир те вĕсене малалла та, хальхи пекех пулма пил паратпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: "Лесная" урамри Р.СИДОРОВА, Р.ДИМИТРИЕВА, Е.ЕФИМОВА, М.ГЕРМАНОВА, А.ГУРЬЕВА, Т.МИХАЙЛОВА пенсионеркaсем.