22 марта 2017 г.
Мартăн 17-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикинчи Етĕрне, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр тата Вăрмар районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе семинар-канашлу иртнĕ. Ĕç опычĕпе паллашма пирĕн района çÿлте палăртнă районсенчи ял тăрăхĕсенчен 100 яхăн пуçлăх килнĕ. Мероприятие йĕркелекенсем - Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕ тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ.
Ĕçлĕ семинар чăн малтанах Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацин ĕçĕ-хĕлĕпе - пушар хуралĕпе, хальхи вăхăтра хăпартакан 150 вырăнлăх культура çурчĕн объекчĕпе - паллашнинчен пуçланчĕ.
Энĕшпуçĕнче пушар хуралĕн уйрăмĕн посчĕ ĕçлет, вăл 39-мĕш номерлĕ Вăрмарти пушар чаçĕ çинче шутланса тăрать, инкек-синкек килсе тухас пулсан кунта икĕ пушар машини, пушар хуралĕн ирĕклĕ 4 дружинникĕ тата "Субару" пушар сÿнтермелли хатĕр /мотопомпа/ пур. Пушар техники вырăнти ял тăрăхне те, районти ял тăрăхĕсене те тухса çÿрет. Пушар деповне уçнăранпа лару-тăру районта лайăх еннелле улшăнни палăрнă. Калас пулать, "2014 çулта Атăлçи федераллă округра хула тата ял тăрăхĕсем хушшинче халăха пурнăç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе вырăнти чи лайăх муниципаллă пĕрлĕхсен хăйтытăмлăхĕ" смотр-конкурсра Энĕшпуç ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех "Пушара хирĕç кĕрешекен чи лайăх ял тăрăхĕ" район конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
"2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси çинчен" РФ тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕнче 150 çын вырнаçмалăх культура çуртне хăпартас ĕç малалла пырать. Паянхи кун объекта ăшă пырать, кунта шалти ĕçсене 19 çын пурнăçлать.
Унтан семинара хутшăннисем Вăрмар район администрацийĕ вак тата вăтам предпринимательствăна инвестици хывассипе мĕнле ĕçлесе пынипе паллашнă. Ку енĕпе вĕсем "Аванпром" тулли мар яваплă обществăра пулнă.
Предприяти 2012 çултанпа ĕçлет. Ун чухне шăвармалли шлангсем тăвассипе тимленĕ. Паян вара унăн производствине анлăлатнă. Хатĕр продукцие районта кăна мар, республикăна та, Раççейе те - Мускава, Хусана, Чаллăна ?Набережные Челны/, Уфана, Красноярска, Екатеринбурга ăсатаççĕ. 2015 çулта предприятинче гидроаккумуляторсемпе расширительнăй баксен производствин çĕнĕ цехне уçнă. Çакă кунта туса кăларакан продукцисен ассортиментне тата хатĕр продукцисене вырнаçтарссине чылай анлăлатма пулăшнă. Ăна халĕ Раççейĕн пур кĕтесĕсенчен те туянаççĕ. Çавăн пекех ют çĕршыв фирмисемпе çыхăнса ĕçлессине те аталантараççĕ. Çывăх вăхăтрах çĕр айĕнчи шыва уçламалли насуссем пуçтарассипе çĕнĕ лини уçма палăртнă.
Семинарăн пленарлă пайĕ район администрацийĕн ларусен залĕнче малалла пынă. Канашлăва Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С.Николаев уçрĕ. Вăл хăйĕн сăмахне семинар задачисемпе тĕллевĕсене палăртнинчен пуçларĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ А.Тихонов Вăрмар районĕ пирки пĕтĕмĕшле информаци пачĕ, иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, 2017 çулта тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Район пуçлăхĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков район депутачĕсен Пухăвĕн ĕçĕ çинчен каларĕ.
Семинар-канашлу вăхăтĕнче çавăн пекех ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ М.Загребаева, ЧР çул-йĕр хуçалăхĕпе транспорт министерствин автомобиль тата ытти тĕрлĕ транспорт уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Кожевников, монополипе хирĕç кĕрешекен Чăваш Республикинчи Управленийĕн влаç органĕсен контролĕн уйрăмĕн начальникĕ К.Сергеева, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин куçман пурлăх объекчĕсене актуализацилессипе тата харпăрлăх правине регистраци тăвассипе ĕçлекен учет уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Семенова, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин çĕр хутшăнăвĕсенче патшалăх политикине пурнăçлассипе ĕçлекен çĕр ресурсĕсен управленийĕн секторĕн заведующийĕ Л.Ратникова, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин муниципаллă нормативлă право акчĕсен регистрне тăвакан сектор заведующийĕ А.Иванов, Чăваш Республикин экологипе çутçанталăк ресурсĕсен министерствин шыв хуçалăхĕ тата çутçанталăкпа усă курассин уйрăмĕн начальникĕ С.Карлинов тухса калаçнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политикин Управленийĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе хутшăнас уйрăмĕн консультанчĕ Д.Скворцов тата Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С.Николаев семинара пĕтĕмлетнĕ. Унтан район командисем волейболла вылянă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЧЕРНОВ.