22 марта 2017 г.
Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕн "Вăрмар районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци" патшалăх ветеринари служби район территорине таврара алхасса çÿрекен чир-чĕр килсе ан çаклантăр тесе тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттерет.
Усал чире хирĕç кĕрешес тĕллевпе районти уйрăм кил хуçалăхĕсене, фермерсем тытакан выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăраççĕ. Республикăри Патшалăх ветеринари надзорĕн специалисчĕсемпе пĕрле тĕрлĕрен рейдсем ирттереççĕ. Акă, тĕслĕхрен, район центрĕнчи "Вăрмар пасарĕ" муниципаллă унитарлă предприятинче кунта илсе килсе сутакан кайăк-кĕшĕксене тата сысна çурисене ветеринаринчен илнĕ справкăсемпе суту-илÿ тунине тĕрĕсленĕ. Унта ЧР Патшалăх ветеринари службин надзор пайĕн аслă инспекторĕ Л.Иванов, ЧР бюджет учрежденийĕн "Вăрмар районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци" патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров тата кунти ветеринари лабораторийĕн врачĕ О.Иванов тĕрĕслев рейчĕ ирттерчĕç. Суту-илÿ тума чылаййăн килнĕ.
Рейд бригадине хутшăннисем чăх-чĕп сутакансем енчен ветеринари службин правилисене пăснине тĕл пулманни пирки палăртрĕç. Анчах та сысна çури сутакансем пирки протоколсем çырма тивнĕ. Пĕтĕмлетÿ тунă май çакна асăрхаттарни питех те вырăнлă: "Выльăх-чĕрлĕх е кайăк-кĕшĕк усракансен суту-илÿ тăвас пулсан Патшалăх ветеринари службинчен ирĕк илмелле. Туянас текенсен те сутуçăсенчен сутма ирĕк илни çинчен пĕлтерекен хут пуррипе интересленмелле", - терĕç рейд бригадин ушкăнĕнчисем.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.