АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинчи ыйтусене тивĕçлипе сÿтсе яврĕç

18 марта 2017 г.

Кун йĕркинчи ыйтусене тивĕçлипе сÿтсе яврĕç

2017 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче республикăра, пирĕн районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем çапла пулнă: çурхи ĕçсене хатĕрленсе ирттересси; Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин мероприятийĕсене пурнăçа кĕртесси, çурхи ейĕве хирĕç кĕрешесси, йĕри-тавралăха тирпей-илем кĕртесси тата ытти те. Кунсăр пуçне, информкунра çак ыйтусене сÿтсе явнă: мобильлĕ телефонсемпе, "Интернет" информаципе телекоммуникаци сечĕпе, банк карттисемпе усă курса йĕркене пăсакансенчен тата ултавлă ĕçсем тăвакансенчен сыхланса профилактикăлла мероприятисем йĕркелесе ирттересси; "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонне ирттересси. Информаци ушкăнĕсен тĕллевĕ Энĕшпуç, Арапуç, Энтрияль, Аслă Чак тата Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсене çитсе унта пурăнакан халăхпа тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явасси пулнă.

Информаци кунне пирĕн района килнĕ информушкăн йышĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков, Раççей Федерацийĕн юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Д.Сержантов, Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн Министерствин "Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ" автономлă учрежденийĕн директорĕ В.Фошин, патшалăхăн аслă пĕлÿ парассипе бюджетлă вĕрентĕвĕн "Мускаври политехника университечĕ" федераллă учрежденийĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ А.Агафонов пулнă.
Ытти чухнехи пекех ĕç кунĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Тихоновпа тĕл пулнинчен пуçланнă.
Малтанах информушкăн членĕсем ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕнче "ГТО" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн çурхи фестивальне уçнă çĕре хутшăннă.
Унтан информушкăн членĕсем пурĕ 5 ял тăрăхне çитсе килнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков Энĕшпуç ял тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Кунта вĕсем "Григорьев Н.П." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче, çак ялти 150 çын вырнаçмалăх культура çурчĕн объектĕнче, ял тăрăхĕн администрацийĕнче, вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, Энĕшуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулнă, унти коллективсемпе тата ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса информаци кунĕнчи тĕп темăсемпе пĕрлех вĕсене хумхантаракан ыйтусене хускатнă, тивĕçлĕ хуравсем панă.
Пысăк Енккасси. Раççей Федерацийĕн юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Д.Сержантов, район пуçлăхĕ М.Пуклаков Саруй ял клубĕнче кунти тата Урнар ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă, граждансен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев пухăннисене ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе, туса ирттермелли çурхи ĕçсемпе, ял тăрăхне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттерме палăртнă мероприятисемпе паллаштарнă, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине тимлĕх уйăрнине каланă. Граждансен ыйтăвĕсене пĕрне те тимлĕхсĕр хăварман. 
Малалла ĕçлĕ ушкăн "Сергеев В.М." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пулнă. Хуçалăхра минераллă удобренисене çителĕклĕ чухлĕ туяннă, ялхуçалăх техникине юсас ĕç вĕçленсе пырать. Хуçалăх пуçлăхĕ пĕрчĕллĕ культурăсен элитлă вăрлăхне туянма палăртнă. Ака-сухана ăнăçлă ирттерес теççĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулу ял библиотекинче те пычĕ. Кунта та нумай актуаллă ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă. 
Арапуç ял тăрăхĕнче. патшалăхăн аслă пĕлÿ парассипе бюджетлă вĕрентĕвĕн "Мускаври политехника университечĕ" федераллă учрежденийĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ А.Агафонов, райадминистрацин пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Н.Павлов ял администрацинче вăй хуракансемпе, шкул ĕçченĕсемпе тата вырăнти халăхпа тĕл пулса информаци кунĕнчи ыйтусене пĕрле пухăнса сÿтсе яврĕç.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Агеев Арапуç тата Çĕнĕ Кавал ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Демографие илес пулсан, иртнĕ çул 24 ача çуралнă. Ку вăл аван пулăм. Анчах та вилекенсен шучĕ те пысăк. Ял тăрăхĕнче вăй питти арçынсем нумай чухне укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе аякка кайса çÿреççĕ. Уйрăм çын предпринимательсем, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем те çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Вĕсенче çурхи-кĕрхи ĕç вăхăчĕсенче вырăнти халăх тĕрмешет. Çапах та ку ĕç вырăнĕпе пурне те тивĕçтереймест. 
Информушкăн членĕсем вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти педагогсемпе тĕл пулса кун йĕркинчи актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Н.Павлов чи малтанах районти çурхи ĕçсене хатĕрленни çинче чарăнчĕ. Паянхи куна акмалли вăрлăхăн 80 процентне кондицие çитернине, минераллă удобренисене хатĕрлес ĕçре кăштах чăрмавсем тухса тăнине асăнчĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автобомиль çÿремелли çул-йĕре юсас ыйту паянхи куна чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулни палăрчĕ. Кунта вĕрентекенсенчен чылай ыйту пулчĕ. Ял тăрăхĕнчи каçса çÿремелли икĕ кĕпере юсамалли пирки хĕрсех калаçрĕç. 
Çуркунне асфальтлă çул уйрăмах çурăлса пĕтнĕрен унти шăтăк-путăксене саплаççĕ-ши тесе те ыйтрĕç. Ыйтăвне тивĕçтерчĕç. Çурхи ейĕве хирĕç кĕрешекен комисси час-часах ку енĕпе районти объектсене тухса çÿренине асăнчĕ Николай Анатольевич. 
Унтан Чăваш Енри Ачасен фончĕ "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонне иртнĕ çул, кăçал паянхи куна мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пухăннине каларĕ. Ырă ĕçшĕн пурне те тав турĕ. 
Сăмах малалла патшалăхăн аслă пĕлÿ парассипе бюджетлă вĕрентĕвĕн "Мускаври политехника университечĕ" федераллă учрежденийĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ А.Агафонов илчĕ. Кун йĕркинчи палăртнă ыйтусемпе пĕрлех 2017 çулта Чăваш Наци телевиденийĕ спутникпа тухни пирĕн халăхшăн питĕ аван пулнине палăртрĕ. Ку вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стратегиллĕ пуçарăвĕ пулчĕ. Чăваш халăхне Наци телевиденийĕн программисемпе 100 проценчĕпех тивĕçтерчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене мобильлĕ телефонсемпе, "Интернет" информаципе телекоммуникаци сечĕпе, банк карттисемпе усă курса йĕркене пăсакансенчен тата ултавлă ĕçсем тăвакансенчен профилактикăлла мероприятисем ирттермелли тавра пулчĕ тепĕр калаçу. Ашшĕ-амăшĕн ку тĕлĕшпе ытларах ачасемпе калаçу ирттермеллине асăнчĕ. Юлашкинчен Александр Викторович институтăн вĕрентÿ тытăмĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Информаци кунĕ тухăçлă иртрĕ.
Кунашкал ĕçлĕ тĕл пулусем çак кун Энтрияль тата Аслă Чак ял тăрăхĕсенче те иртнĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене информушкăн членĕсем вырăнти ĕçченсемпе сÿтсе явнă, вĕсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран хурав пама тăрăшнă, контроле илнĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА, А.ЧЕРНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика