18 марта 2017 г.
Çуркунне çитрĕ. Хĕвел пăхнăçемĕн шурă юр та пĕчĕккĕн ирĕлме тытăнчĕ. Унпа пĕрлех çул-йĕрпе çÿресси те кансĕрленет. Çакă вăл асфальт çинчи шăтăк-путăк сарăлнипе, тарăнланнипе çыхăннă.
Автоçул, паллă ĕнтĕ, сывлăш температури выляса тăнă тапхăрта вăхăтра юсаман е çав ĕçсене технологисене пăхăнса пурнăçламан вырăнсенче арканать. Шел те, пирĕн районта кунашкал лаптăксем республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем çинче сахал мар. Шăпах ку енĕпе ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çул-йĕр подрядчикĕсене пухнă, вĕсемпе çула пахалăхлă юсас тĕлĕшпе канашлу ирттернĕ. Çывăх кунсенче подрядчиксем çул-йĕре юсама тытăнĕç те. Паянхи кун вара "Васильев А.В." уйрăм çын предприниматель ертсе пыракан ушкăн республика пĕлтерĕшлĕ çул çинчи шăтăксене ăшă асфальт-бетон хутăшĕпе саплать.
Чăваш Республикин Çул-йĕр фончĕн кăçалхи виçи - 5103,2 млн тенкĕ, çав шутран Вăрмар районне 38 миллион та 816 пин тенкĕ уйăрнă. Çакă вăл çул-йĕрсене тытса тăма тата ăна юсама кайĕ. Уйрăмах палăртас пулать, çул юсакан организацисен вара пахалăх пирки ÿлĕмрен тарăнрах шухăшлама тивет ахăртнех. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: аварисен сăлтавĕ чылай чухне çул пахалăхĕпе çыхăнать. Раççей Федерацийĕн çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли требованисене пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан кодекса улшăнусем кĕртнĕ май яваплăх татах та çирĕпленет. РФ ШĔМ Чăваш Республикинчи ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ В.Романов çул сарнă, юсанă чухне тивĕçлĕ технологисене пăхăнманшăн должноçри çынсене, юридици сăпачĕсене паракан штрафсен виçи вунă хут ÿсесси çинчен пĕлтерчĕ. Маларах, сăмахран, юридици сăпачĕсене 20-30 пин тенкĕлĕх штрафланă пулсан мартăн 18-мĕшĕнчен çак виçе 200-300 пин тенкĕпе танлашĕ.
Тата тепĕр ыйту канăç памасть. Хĕвел ăшăрах пăхни савăнтарать, кăмăла çĕклет. Çав вăхăтрах шухăшлаттарать те: кăçалхи çурхи ейÿ тапхăрĕ ăнăçлă иртсе кайтăрах. Ку енĕпе пирĕн районта çурхи ейĕве хирĕç кĕрешекен ятарлă комисси йĕркеленĕ. Вăл тăтăшах объектсене тухса çÿрет, сăнаса тăрать. Паянхи куна лару-тăру чиперех-ха. Ĕç юхăмĕ пĕр чăрмавсăр пырать. Ÿлĕмрен те çаплах пултăрччĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.МИХАЙЛОВ, райадминистраци пуcлaхeн заместителe - строительство, cул-йeр, пурaнмалли cурт-йeрпе коммуналлa хуcалaх пайeн начальникe.