18 марта 2017 г.
Паян пирĕн сăмахăмăр Эçпепе ялĕнче пурăнакан, ялти культура çуртĕнче чунне парса тăрăшакан Галина Даниловна Иванова çинчен пулĕ. «Вут та пăрăç», - теççĕ ун пек харсăр хĕрарăмсене халăх хушшинче. Вăл хăйне шанса панă тивĕçе кăмăлпа, юратса, лайăх пахалăхпа, хăйĕн мĕнпур пĕлĕвĕпе, ăсталăхне, пултарулăхне кăтартса пурнăçлать. Календарь çинчи паллă кунсене, пирĕн ялти культура çуртĕнче пĕрне те уявламасăр хăвармаççĕ тесен те тĕрĕс пулать. Клуб çумĕнче хĕрарăмсенчен йĕркеленĕ «Туслăх кăшăлĕ» ансамбль ĕçлет. Унсăр пуçне культура çуртĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятинче ачасем хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Ачасенчен йĕркеленĕ ташă, юрă, алă ĕç кружокĕсем ĕçлеççĕ. Клубра алă ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ, ăна кашни кунах курма пулать. Эçпепери «Туслăх кăшăлĕ» ансамбль район шайĕнче иртекен уявсенче тăтăшах хутшăнать. Пирĕн ялти культура çуртĕнче яланах тирпей-илем хуçаланать. Галина Даниловна ĕçлекен пÿлĕме кĕрсен - унăн çитĕнĕвĕсене çирĕплетекен Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем нумай. Вăл «Ĕç ветеранĕ», унăн ĕç стажĕ 43 çул. Ăна ял халăхĕ пултарулăхне кура Эçпепе ял старости пулма суйланă. Вăл халăха пĕр тĕвве пухма, эртелпе пĕр-пĕр пысăк ĕç йĕркелеме пултарать. Ялти обществăлла ĕçре çанна тавăрса хастар хутшăнать, чăннипех те пултаруллă. Сăмахран: ял хушшинче тирпей-илем кĕртмелле-и, йывăç лартмалла-и, ял уявĕ йĕркелесе ирттермелле-и, масар çинче тасатмалла-и, суйлав ирттермелле-и кирек мĕнле ĕçе те йĕркелеме пултарать. Нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Ялти депутатсем тăрăшнипе вĕсем тĕрлĕрен ĕçе халăхпа хутшăнса тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ. Сĕнÿ-канашпа, ырă сăмахпа яланах çынна пулăшма хатĕр вăл. Тĕрĕслĕхшĕн тăрăшать. Çак çынра пурте пур: ячĕ-сумĕ те, ырă кăмăлĕ те, пысăк ăсĕ те, хастарлăхĕ те. Кĕçех унăн çуралнă кунĕ те çитет. Çак кунпа эпир ăна çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр. Малашне те, хальхи пекех, хастар та пултаруллă, вашават пулма Турă пулăшса пытăр сана.
Иртнĕ çулла клубра юсав ĕçĕсем пулса иртрĕç. Клуб тăрринчи кивĕ тимĕре профнастилпа улăштарчĕç. Пĕр пÿлĕмри мачча хăмипе урай хăмине çĕннипе улăштарчĕç, юсав ĕçĕсем тата малалла пыраççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшнă Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхне А.Тихонова, унччен Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă А.Егорова тав сăмахĕ калатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: «Туслaх кaшaлe» ушкaна cyрекенсем.