18 марта 2017 г.
Мăнçырмари культура çуртĕнче ачасен пултарулăхне аталантарма пулăшакан тĕрлĕ конкурссем час-часах пулса иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри - çурхи пĕрремĕш уяв - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ирттернĕ «Мисс Çуркунне - 2017».
Конкурса йĕркелесе ертсе пырса ирттерекенĕсем - шкулта музыка предметне вĕрентекен Д.Белова, ялти библиотека заведующийĕ Н.Ильина, культура çурчĕн директорĕ Э.Кузнецова, художествăлла пултарулăх ертÿçи Л.Романова.
4, 6 классенче вĕренекен 7 хĕрача конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Ĕçĕ те сахал мар - 6 конкурс витĕр тухса хăйсен пултарулăхне, çаврăнăçулăхне, пĕлĕвне кăтартма тиврĕ вĕсен. Çамрăкранах çакăн пек конкурссене хутшăнни, сцена çинче час-часах юрлани-ташлани хĕрачасен хăюлăхне ÿстерет, хăйсене çын çинче тыткалама хăнăхтарать, çынпа хирĕç тăрса калаçма вĕрентет.
Хуть те хăш тупăшури пекех, «Мисс Çуркунне» конкурс та хĕрачасем хăйсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Питĕ кăсăклă, вырăсла та, чăвашла та каласа кăтартрĕç вĕсем хăйсем çинчен. Тексчĕсене те кĕске хатĕрлемен, пурпĕрех пĕр такăнмасăр, уççăн та илемлĕ каласа пама пултарчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ пурин хуравне те чи пысăк паллăпа хакларĕç Э.Кузнецова, З.Вотякова, Ю.Иванов, С.Аверьянова, З.Илларионова жюри членĕсем.
Çуркунне хĕвелĕ те илемлĕрех, çутăрах, хĕрачасем те хăйсен çурхи тумĕпе хĕвел шевли пекех çутăрах пăхса ытармалла мар илемлĕ курăнчĕç. Чăн-чăн подиум çинчи пекех утса тухрĕç çурхи капăр кĕписене кăтартма тухнă конкурсантсем. Пултарулăх конкурсĕнче икшер ыйту çине хуравларĕç вĕсем, пурин çине те тĕрĕс хурав пачĕç. Юрă, кĕвĕ тата ташă /вальс/ конкурсĕсенче пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та кăтартрĕç хăйсен пултарулăхне.
Конкурсантсене çеç мар, амăшĕсене те пырса тивекен конкурс - «Хозяюшка» - витĕр те хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартса тухма пултарчĕç хĕрачасем. Нумай тĕрлĕ апат-çимĕç хушшинче чăваш хуплăвĕ те хăйне валли вырăн тупрĕ. Чăннипех те ăста алăллă, пултаруллă та маттур, анлă тавра курăмлă пулнине клуб тулли халăх умĕнче кăтартма пултарчĕç «çурхи пикесем» - Татьяна Петрова /6 кл./, Милана Белова / 4 кл./, Анна Иванова /4 кл./, Вероника Казакова /6 кл./, Елена Афанасьева /4 кл./, Анита Николаева /4 кл./, Елизавета Горбунова /6 кл./.
Чи яваплă саманта - чыслава - пурте хумханса та пăшăрханса кĕтеççĕ, çакна конкурсантсен юлташĕсем, ашшĕ-амăшĕсем çине пăхсан та асăрхама пулать. Жюри членĕсене те пĕринчен пĕри маттур хĕрачасен пур енлĕ пултарулăхне хак пама çăмăлах пулмарĕ. Пур конкурсантсем те чăннипех тивĕçлĕ пулчĕç тĕрлĕ номинацисенче «Мисс Çуркунне - 2017» ята илме. Акă вĕсем, çĕнтерÿçĕсем: Т.Петрова - «Мисс Находчивость», М.Белова - «Мисс Доброта», А.Иванова - «Мисс Очарование», В.Казакова - «Вице - мисс Весна», Е.Афанасьева - «Мисс Решительность», А.Николаева - «Мисс Скромность», «Мисс-Весна-2017» ята кăтартакан лентăна 6 класра вĕренекен Лиза Горбуновăна çыхса ячĕç.
Пур конкурсантсене те диплом парса чысларĕç. Кашнин аллинчех - ытама кĕми парне, чечек çыххи, пит-куçĕсенче - савăнăç палли, ăшă кулă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА.