18 марта 2017 г.
Çурхи кунсем çитсе килчĕç. Çавна май каллех пăр хăрушлăхĕ çинчен сăмах пырать. Хĕвел кунсерен хăйĕн ăшшине çĕр çине сапаланă май вырăн-вырăнпа пăр çурăла-çурăла пĕтнĕ, çавăнпа та пăр çине кĕме питех те хăрушă, пăр ирĕлнĕçемĕн хăйĕн çирĕплĕхне çухатать.
Çанталăк ăшăтнă май пулă тытма юратакансем пăр шăтарса пулă тытаççĕ. Çĕр каçа çав вырăн çиелтен кăшт кăна шăнса ларса тепĕр ирхине пыракан пулăç çав шăтăка кĕрсе ÿксе инкек тÿсме пултарать. Пулă тытнă вырăнта уйрăмах асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен çак вырăнта пăр ытти çĕртипе танлаштарсан çÿхерех. Пулăçсем хăйсем пăр çине тухнă чухне хăш вырăна кайнине, камсемпе пулассине çывăх çынсене каласа хăвармалла, пĕрле карас телефонне илме манмалла мар. Пĕлнĕ-пĕлмен вырăна пĕччен кайса лармалла мар. Пулă нумай тытас шухăшпа хăй ларакан вырăна темиçе шăтăк та шăтарма юрамасть. Эрех ĕçме пачах та юрамасть. Енчен те çанталăк тĕтреллĕ е япăх пулсан ниçта та ан тухăр. Çурхи çанталăк шыв хĕрринче пурăнакансемшĕн ытларах хăрушлăх кăларса тăратать. Вĕсем хĕл кунĕсенче тепĕр çырана тÿртен каçма хăнăхнăскерсем, шухăшламасăрах тÿрех пăр çине кĕрсе каяççĕ. Пăр çине тухма юраманни çинчен палăртса çырнă аншлагсем пуррине айккăн-майккăн пăхкалăр, ăна тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарса лартаççĕ. Çÿллĕ çыран хĕрринче тăма та хăрушă, мĕншĕн тесен шыв юххи çĕре юхтарса кайса вăл анса ларма пултарать. Çурхи шыв-шур уйрăмах ачасемшĕн хăрушă, мĕншĕн тесен çак вăхăтра вĕсемшĕн пурте питĕ интереслĕ. Çанталăк ăшă чухне выляс, савăнас та килет, пулă та тытма васкаççĕ, йĕпе пăр сийĕпе ярăнма юратаççĕ, çыран хĕрне пырса пăр кайнине сăнаççĕ тата ытти те.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: П.ПЛОТНИКОВ, РФ чрезвычайлa лару-тaру министерствин ЧР управленин Куславккари участокeн руководителe.