АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АСĂРХАНУЛĂХ

15 марта 2017 г.

Пулăра... мышьяк та, сиенлĕ микроорганизмсем те

Кашни çынах лайăх продуктсем кăна апатланма тăрăшать. Çавăнпа та лавккасенчи сентресем çинчи продуктсене туяниччен унта мĕн çырнине вуласа пăхма тăрăшать.
Сăмахран консервăсене илер, унта пулăран хатĕрленĕ тенĕ пулсан, чăнах та, унăн шучĕ те, специсен составĕ те шăп мĕнле çырнă çапла пулмалла. Енчен те банка çинче çырнипе шалта мĕн пурри пĕр пек пулмасан, потребителе улталанишĕн çирĕп явап тыттараççĕ.
Шел те, Россельхознадзор специалисчĕсем çулсерен суя продукци йышланса пынине палăртаççĕ, уйрăмах - треска евĕрлисем.
Пулă вара пĕтĕм тĕнчипе юратнă çимĕçсенчен пĕри. Çакна çирĕплетекен пĕр цифра кăна илер: Раççей çулсерен Баренцово, Хура, Балтика тата тепĕр 10 тинĕсрен - 4 млн тонна таран шыв биоресурсĕсем кăларать. Тепĕр тесен, пулă тата тинĕс продукцийĕ - çĕршывăмăрăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн пысăк пĕр пайĕ кăна мар, çав вырăнсенче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерекен çăлкуç та. 


Пĕве пуллине çиме шикленмеллиех çук

Паян импорта хамăр продукципе улăштарас туртăм вăй илсе пыни куç кĕрет. Тăван республикăнах илер, кунта - 12 хуçалăх пулă ĕрчетет. Тĕпрен илсен - карп, толстолобик, шурă амур, белуга, осетр тата стерлядь. Çак ĕçпе Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр, Пăрачкав, Комсомольски, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенчи хуçалăхсем тăрăшаççĕ. 
Ку таранччен çав хуçалăхсенче пысăк çитменлĕхсем пулманнине палăртаççĕ Россельхознадзор ĕçченĕсем. Чăваш Ен пуллисенче инфекци тата ерекен чирсем тупман. Пулла кăна мар, шыва та, пулă апатне те ятарласа тĕпчеççĕ.


Электрон сертификацийĕ сарăлса пырать

Çÿлерех каларăм ĕнтĕ, фальсификат продукци йышĕ ÿссе пыни пирки. Кунсăр пуçне Раççей шывĕсенчи пулла саккуна пăсса тытнин çаврăнăшĕ çулталăкне 30 млрд тенке яхăн пулнине палăртаççĕ. Тÿрĕ кăмăллă предпринимателе кунашкал лару-тăрура аталанма йывăрри куç кĕрет. Çак самантсене шута илсе Россельхознадзор "Меркурий" автомат система хута янă. Вăл пулла тытса кăларнинчен пуçласа сĕтел çине çитни таран "тĕрĕслекен - йĕрлекен" тытăм тесен те юрать. 
"Меркурий" системăра ĕçлеме меллĕ пулнине Чăваш Енре те туйса илчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Россельхознадзорăн республикăри управленине хуçалăх ертÿçисенчен системăна кĕме ирĕк ыйтса тăтăшах заявленисем килеççĕ.
"Меркурие" чи малтанах ветеринари сертификачĕсене электрон мелĕпе хатĕрлеме усă курма тытăннă. Çак системăра пулла кăна мар, выльăх тата унран хатĕрленĕ продукцие Раççей Федерацийĕн территорийĕнче ăçтан тата ăçта илсе кайнине пĕлме пулать. Çапла вара ветеринари енĕпе пĕрлехи информаци тытăмĕ йĕркелесшĕн, биологи тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхне ÿстересшĕн. 


"Хăть мĕнле пулă та лайăх - вăлтана çаклансан,"

- теççĕ халăхра. Çаплах-ши? Чăваш Ен пуллинче шикленмеллиех асăрхаман пулсан, шел те, ют çĕртен республикăна илсе килнĕ продукци пирки пахалăхлах тееймĕн. Иртнĕ çулсенче, пулăра мышьяк пуррине тĕрĕслесе тупнă. Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи пĕр предприниматель лавккинче. Производителĕ - "Грумант" общество /Карели/.
Мускаври "ВЛАС-95" обществин пуллинче вара - сиенлĕ микроорганизмсем асăрханă, ăна "МЭТРО-ра" сутнă.
Кунсăр пуçне Шупашкарти пĕр техникума тĕрĕсленĕ чухне шăнтнă горбуша тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем пулманнине тупса палăртнă. Ятарлă документсем çукки пулă пахалăхĕнче иккĕленÿ çуратать. Ку тĕслĕх тĕлĕшпе административлă йĕркене пăсни пирки ĕç пуçарма тивнĕ. 
Раççее илсе килме чарнă продукцие тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ тĕрĕслевре те иккĕленÿллĕ пулă куç тĕлне пулнă. Документсăр продукцие лабораторие тĕпчемешкĕн ăсатнă. 
Çак самантсем асăрханулăх пирки тепĕр хут аса илме хистеççĕ мар-и? Калăпăр, юлашки вăхăтра Раççейре анлă сарăлнă Япони, Корей, Китай, Ази тата ытти çĕр-шыв апачĕсен тĕлĕшпе. Нумай техĕмлĕхе /суши, сацими тата ытти/ тинĕсрен тытнă чĕрĕ е çурма чĕрĕ пулăсенчен е креветкăсенчен, кальмарсенчен хатĕрлеççĕ-ха та. Сăмахран, суши хатĕрлеме семга какайĕпе чĕрĕлле усă кураççĕ, сайра хутра тĕтĕмленипе. Сурими те, çынсем ăна краб какайĕ пек пĕлеççĕ, сутлăха чĕрĕлле кăлараççĕ, хăш-пĕр чухне кăна - шăнтнă хыççăн.
Килте тăварланă тинĕс пуллисем /кетана, горбушăна, сельде, кумжана/ те хăрушлăх кăларса тăратнине палăртаççĕ специалистсем. Вĕсенче анизакид текен хурт пулма пултарать. Охот тинĕсĕнчи терпуга, палтус, камбала, кета, треска, мойва, сельдь тата ытти пулăн 25-100 проценчĕ чирлĕ пулни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. 
Асăннă хуртсем /2 см таранах пулма пултараççĕ/ спирале çаврăннăскерсем пулăн хÿри тĕлĕнче вырнаçаççĕ, пĕверне те кăмăллаççĕ, тĕртĕмсенче аванах пурăнаççĕ. Пысăкраххисенче вĕсен йышĕ нумайрах. Сăмахран, 12 см пĕчĕкрех сельдь сайра хутра хуртлă пулать. Тупнă хуртсен 86 процентне шултра та пысăк пулăсенче асăрханă.
Ку таранччен çакнашкал хуртсем çынсене сиен кÿмеççĕ тесе шухăшланă. Анчах та Голландире, каярах Данире, Германире те анизакида пула чире кайнă тĕслĕхсене палăртнă. 
Çак мур организма лексен аппендицит аптратнă чухнехи пек хырăм ыратать. Ытларах чухне чĕрĕ, кăшт тăварланă е маринадланă пулăпа сăйлансан 24 сехетрен чир хăй çинчен пĕлтерĕ.
Шăнтсан хуртсем вилеççĕ. Çапах чĕрĕлле е лайăх тăварламан пулă çынсен сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине манас марччĕ. 
Тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха, анчах авă паянхи куна илсен те, лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем асăрхануллăрах тата тимлĕрех пулма хистеççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорaн Чaваш Республикинчи тата Ульяновск облаceнчи управленийeн ecченe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика