15 марта 2017 г.
XXI ĕмĕрте пурăнатпăр. Кил-çуртри чылай ĕçсене автомат пурнăçлать, аякра пурăнакан туссемпе, çывăх çынсемпе кирек хăш самантра курнăçма, калаçма пултаратпăр.
Сăмахăм манăн карас телефонĕ пирки пулĕ. Паян унпа ватти те, вĕтти те туллин усă курма вĕренсе çитнĕ. Паллах, ку пулăм савăнтарать, анчах... хăш чухне унăн тÿнтер енне те асăрхама тÿр килет. Уйрăмах çамрăксем унсăр утăм та тумаççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Телефон вĕсемшĕн чи çывăх тус. Телефонĕсем тата пĕринчен теприн чăнкăрах-çке. Шкулта 35 çул вăй хунă май çакна калама пулать. Маларах ачасем тăхтав вăхăтĕнче библиотекăна çул тытатчĕç, унтан кĕнекесем илсе килсен, тулли кăмăлпа вĕсемпе паллашма васкатчĕç. Шкул библиотеки ача-пăча шавĕнчен татăлман, унта кĕçĕн класра вĕренекенсем те, аслисем те хĕвĕшнĕ. Халĕ вара... Кĕçĕн классем, уйрăмах тин çеç вулама-çырма вĕреннисем çÿрекелеççĕ-ха, анчах çулран-çул вулавçăсен йышĕ чаксах пырать.
Тăхтав вăхăтĕнче халĕ урăхла ÿкерчĕк курма пулать. Вĕренекенсем коридорта та, класра та «чăнкă» телефонĕсем çине тимлеççĕ, юнашар çынсем иртсе çÿренине курмаççĕ, туймаççĕ те тейĕн. Шкулта телефонсемпе усă курма чаратăн, анчах усси?
Транспорт çинче, вокзалта, кирек ăçта та алла телефон тытнă, умра нимĕн асăрхаман çамрăксене курма тÿр килет.
Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен юратнă тĕпренчĕкĕсемшĕн нимĕн те шеллемеççĕ, мĕн ыйтнине пурне те туянса пама тăрăшаççĕ. Ачисем вара ыйтма пĕлеççĕ, именсе тăмаççĕ: телефон, планшет...
Ку юрĕ, туянса панă пултăр, анчах усă курмалли виçине палăртмалла мар-ши? Кунĕпех вĕсене алăран ямасăр çÿремесен те юрамасть-и? Урокра ларнă вăхăтра та ачасен аллисем телефон патне туртăнаççĕ, пуçри шухăшĕсем ялан унта.
Çакăн çинчен ашшĕ-амăшĕсем кăштах шухăшлаççĕ-ши?
Чылай ĕç вырăнĕсем хальхи саманара компьютерпа çыхăннă. Суеçтермесĕр каласан, ĕç вырăнĕнче те вăйă выляса ларнисене асăрхама пулать.
Манăн хама тĕлĕнтернĕ пĕр самант çинчен çырса кăтартас килет.
Пĕрре çапла лавккара шкул хатĕрĕсем, кĕнекесем сутакан уйрăм патĕнче чарăнтăм. Сутуçă ман еннелле çурăмпа ларнă та, тимлесех хăйĕн «чăнкă» телефонĕпе пуплешет, урăхла каласан, пушă мар çак самантра. Эпĕ панă ыйтусем çине чăрмантарнăшăн кăмăлсăрланса, пуçне çĕклемесĕр, пукан çинчен çĕкленмесĕр хуравларĕ.
Тепĕр пĕр-икĕ кунтан юриех çав çулпах иртрĕм. Сутуçăна çав пукан çине çилĕмпех çыпăçтарса лартнă пулас, тăрăшсах телефонпа тĕрмĕшет. Нивушлĕ çапла ĕçлеме юрать вара? Тен, çак статьяна вуласан кăштах намăсланĕ?
Паллах, вăл хĕр хаçат вуламасан та пултарать, анчах унăн пуçлăхĕ, тантăшĕсем пур вĕт-ха, ĕç вăхăтĕнче апла тумалла марри çинчен асăрхаттарĕç.
Компьютер, телефон, планшет... Вĕсемпе усă курмалла, анчах виçеллĕ усă курсан аванрах пулмĕ-ши?
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВА, вeрентекен. Кeтеснер шкулe.