15 марта 2017 г.
Шупашкар хулинчен "Ĕç хăрушсăрлăхĕ" вĕрентÿпе методика центрĕн" хушма профессиллĕ вĕренĕвĕн патшалăхăн мар вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ Ольга Анатольевна Максимова çак кунсенче пирĕн районта пулчĕ. Вăл район администрацийĕнче ĕç сыхлавĕ темăпа анлă лекци ирттерчĕ. Лекцие итлекенсем хушшинче - районти предприяти, организаци, учреждени ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, уйрăм çын предпринимательсем пулчĕç.
Тăватă сехете пычĕ вĕрентÿ. Ку вăл вĕренĕвĕн пĕрремĕш кунĕ пулчĕ. Çапла майпа тата тепĕр тăватă кун хушши тухăçлă пĕлÿ илме май пур. Кунашкал вĕрентĕве виçĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Вĕренÿ вĕçĕнче удостоверени параççĕ, вăл виçĕ çул хăй вăйне çухатмасть.
Вĕрентÿ теми ĕç сыхлавĕ тавра пулчĕ. Чи малтанах ĕç параканпа ĕçлекен хушшинчи килĕшĕве официаллă майпа çирĕплетни, ĕçпе тивĕçтерекен хăй енчен ĕç килĕшĕвĕнче çирĕплетнĕ ĕçе тĕрĕс пурнăçласа пыни тавра пулчĕ. Ĕç килĕшĕвне официаллă майпа çирĕплетни пире пур енчен те хÿтĕлет. Сăмахран, больницăра диспансеризаци тухнăшăн пур тăкаксене те эсир ĕçлекен организаци саплаштарать. Тĕрлĕ сферăсенче вăй хуракансем лекцие итлеме пухăннă май кашниех хăйне кăсăклантаракан ыйтăвне пачĕ. Акă, уйрăм çын предпринимательсем хăйсен ĕçĕпе çыхăннă пулăмсем пирки каларĕç. Ку е вăл хумхантаракан ыйтусемпе О.Максимовăпа канашларĕç. Унтан Раççей Федерацийĕн Ĕç Кодексĕн тытăмне тишкерчĕç.
Çыннăн ĕç вырăнĕпе çыхăннă пĕр пулăм: мĕнле профессипе ĕçе илнĕ, çав специальноçпах ĕçлеттермелле. Енчен те ĕçлекене ĕç килĕшĕвĕнче палăртман ĕçе пурнăçлама ыйтрĕç пулсан, унпа çав ĕçре ăнсăртран мĕн те пулса килсе тухсан, калăпăр, аманать е тата ытти те - кун пек чухне ĕç паракан яваплăх тытать.
Сывлăхшăн сиенлĕ тата уйрăмах хăрушлăх кăларса тăратакан ĕçре ĕç вăхăчĕпе канăва, ĕçшĕн паракан компенсацие çирĕп пăхăнса пыни кирлĕ, çакна ĕçпе тивĕçтерекенĕн тимлĕн асăрхаса пымаллине палăртрĕç. Унтан Ольга Анатольевна патшалăх надзорĕн тата контролĕн органĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
РФ субъекчĕн прокуратури, Чăваш Республикин патшалăх инспекцийĕ, Ростехнадзор, Роспотребнадзор, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп Управленийĕ, Чăваш Республикинчи Росприроднадзорпа Ространснадзор, ГИБДД структурисем ĕç сыхлавне тĕрĕслессипе çыхăннă. Ĕç сыхлавĕн требованийĕсене пăснăшăн дисциплина, административлă тата уголовлă явап тытма тивет.
Яваплă çынсемпе кунашкал вĕрентÿ ирттерни питĕ кирлĕ те вырăнлă тесе шутлатăп.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.АНТОНОВА.